Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВĂЙĂ-КУЛĂ ТА, КУРАВ ТА

Наратлă ялӗн (Пӗкӗлме районӗ) библиотекинче Çăварни эрнинче «Килӗр икерчӗ çиме!» ятлă кану каçӗ иртрӗ.

Наратлă ялӗн библиотекинче Çăварни эрнинче «Килӗр икерчӗ çиме!» ятлă кану каçӗ иртрӗ. Хăнасем асăннă халăх уявӗн йăли-йӗркипе паллашрӗç. Çăварнинче кашни кун мӗн-мӗн тумаллине пӗлчӗç. Кану каçне хутшăнакансем тупмалли юмахсем тупрӗç, Çăварни пирки калакан ваттисен сăмахӗсене аса илчӗç, тӗрлӗ вăйăсемпе конкурссене хутшăнчӗç, икерчӗпе чей ӗçрӗç.

Библиотекарь хатӗрленӗ «Çăварни – пирӗн хаклă хăна» кӗнекесен куравӗ те пурне те килӗшрӗ.

Татьяна ДМИТРИЕВА. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана