«СУВАР» МАН АСРА:
Хаçат эрнере пӗрре тухать. Корректорăн ӗçӗсем эрне варрин-че çеç тытăнаççӗ. Çавăнпах тӳрех пичетлекен машинка сӗтелӗ хушшине лартăм. Кăткăс ӗç, пӳрнесем хăнăхиччен аванах тертлен-ме тӳр килчӗ. Каярах профессиллӗ машинистка пекех шăкăлтаттарма пуçларăм...
«Суварăн» тӗп редакторӗ Николай Сорокинăн пӳлӗмне пырса кӗтӗм. Эпӗ мӗнле ыйтупа килнине пӗлсен, вăл ăçта вӗренсе пӗлӳ илнине, чăваш чӗлхине еплерех пӗлнине тӗрӗслерӗ те мана çуршар ставкăпа корректора тата машинисткăна илме заявлени çыртарчӗ (3 январь 1996). Çӗнӗ коллективпа паллашса çапла эпӗ ӗçе кӳлӗнтӗм.
Хаçат эрнере пӗрре тухать. Корректорăн ӗçӗсем эрне варринче çеç тытăнаççӗ. Çавăнпах тӳрех пичетлекен машинка сӗтелӗ хушшине лартăм. Кăткăс ӗç, пӳрнесем хăнăхиччен аванах тертленме тӳр килчӗ. Каярах профессиллӗ машинистка пекех шăкăлтаттарма пуçларăм. Корректор ӗçӗ тата кăткăсрах. Чăваш грамматикин правилисене тепӗр хут тимлӗн вуласа тухрăм.
1998 çулта редакцие 2 компьютер пачӗç. Чăвашла пичетлеме программа лартрӗç. Пӗр компьютерӗпе авторсен ал çырăвӗсене пичетлеççӗ, тепри авторсен статйисене, сăнӳкерчӗкӗсемпе полосасене калăплать, урăхла каласан компьютерпа верстка тăвать. …Хаçата калăплама мана лартрӗç. Çак ӗçӗн майӗсене пӗртте пӗлместӗмччӗ. Версткăна вӗрентекен кӗнеке тупса вуларăм. Ваттисем калашле куç хăрать те алă тăвать. Çапла кӗнеке тăрăх çак чăкăлтăшлă ӗçе хăнăхрăм.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев