Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Аталан» ыркăмăллăх балӗнче

Хусанта «Çуркуннехи бал» ыркăмăллăх каçӗ иртрӗ. ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗ яланхи пекех хастар хутшăнчӗ.

ТР ЧНКА тата ун çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗпе (директорӗ пирӗн ентеш, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми кинӗ В.Бушуева) пӗрле мартăн 2-мӗшӗнче Хусати Туслăх çуртӗнче «Çуркуннехи бал» ирттерчӗ. «Аталан» пӗрлешӳ фондпа тахçанах тачă çыхăнура. Вӗсене ыркăмăллăх мероприятийӗсене ирттерме пулăшать, хăй те хастар хутшăнать. Хальхинче те акă, чăваш çамрăкӗсем юрă юрларӗç тата «Мерчен» ташă ушкăнӗ (ертӳçи Галина Семенова хореограф) вальс çеммиллӗ «Çуркунне» ташă ташларӗ. Фонд вӗсене ыркăмăллăх мероприятине ирттерме пулăшнăшăн Дипломпа чысларӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана Благотворительность