Раççей çунтарайман техника пулман-ха
Ноябрӗн 13-мӗшӗнче, Хусанта Тӗп стадион умӗнчи тӳремре НАТО çӗршывӗсен трофея илнӗ техникин «Сила V правде — гордость и Победа» куравӗ уçăлчӗ. Кăçал Çӗнтерӳ парачӗ вăхăтӗнче Мускаври Поклонная тăвӗ çинчи Çӗнтерӳ музейӗ умӗнче уçăлнăскер вăл халь хуларан хулана çӳрет. Унпа миллион ытла çын паллашма та ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ. Хусана, тӗслӗхрен, Самара хулинчен килчӗ.