КУНТА ПАТРИОТСЕНЕ ӲСТЕРӖÇ
Аксу районӗнчи Савгачевăра чаплă лару-тăрура Çар ветеранӗсен центрне уçнă
Аксу районӗнчи Савгачевăра чаплă лару-тăрура Çар ветеранӗсен центрне уçнă
Савгачевăра фельдшер пункчӗ пулнă çурт пушă тăнă. Çулталăк каялла унта çар ветеранӗсем штаб уçма шут тытнă. Тӗлпулусем ирттерме, çамрăксемпе мероприятисем илсе пыма хăйсене уйрăм пӳлӗм кирлех.
Кивӗ çурта йӗркене кӗртме самай пысăк юсав тума тӳр килнӗ. Ветерансем хăйсенчен тӳпе кӗртнӗ çак пархатарлă ӗçе. Çар мухтавӗн музейне уçнă кунта: чикӗри çарсен, Германире тăнă совет çарӗсен, хӗрӳ çӗрте хӗсметре тăракансен, ракета çарӗсен (РВСН) – кашнин уйрăм кӗтесӗ, вырăнӗ.
Аксури православи храмӗн настоятелӗ Александр (Качаев) протоиерей пӳлӗмсене светить тунă хыççăн уçăлчӗ штаб. Çак савăнăçлă саманта курма, хутшăнма ялти çынсем йышлăн пычӗç. Тӗрлӗ çарта тăнă ял-йыш, ӗç ветеранӗсем, мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнакансен ашшӗ-амăшӗ, районтан килнӗ хăнасем, «Служу Отечеству» ветерансен юхăмӗн представителӗсем хутшăнчӗç.
Пухăннисен умне салам сăмахӗсемпе чи малтанах Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев тухрӗ:
– Çак çурта юсама эпир хушман, никама та наряд паман. Чун хушнипе çӳренӗ ветерансем кунта, чун хушнипе юсав ӗçне кӳлӗннӗ. Çар çынни пулнă ял-йыш хавхаланса ӗçлерӗ çакăнта, кашни япалине тӗплӗн шутласа типтерлӗн пурнăçланă. Çак штабăн çамрăксене патриотла воспитани памалли вырăн пулса тăмалла. Пирӗн ял хутлăхӗнчен паянхи кун 20 ытла каччă ятарлă çар операцийӗнче. Эпир вӗсемпе мухтанатпăр, вӗсем – пирӗн паттăрсем. Таврăнасса чăтăмсăррăн кӗтетпӗр.
«Служу Отечеству» районти ветерансен юхăмӗн председателӗ Алексей Бобов та ял-йыш умне тухса ырă сăмахсем каларӗ. Чикӗри çарсен ветеранӗсен ятӗнчен вăл Александр аттепе Сергей Падирякова чикӗ юпин символне пачӗ.
Александр протоиерей Павăлпа Петр апостолсен уяв кунӗпе саламларӗ халăха:
– Хамăрăн чун хăвачӗн хӳтӗлевçисене асăнмалли кун паян, чиркӗвӗн пысăк уяв. Çитӗнекен ăрăва патриотла, ăс-хакăлпа этеплӗх воспитанине пани питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ачасем, çамрăксем килсех тăччăр. Çар çинчен, çар хӗсмечӗ çинчен çакăнта пӗлӳ илсе вăхăт çитсен çара кайма хатӗрленсе ӳсчӗр, Тăван çӗршыва юратма вӗренччӗр. Турă сире ӗçӗрте пулăшса пытăр.
Штаба юсаса уçма пулăшнисене Юрий Степанов тав турӗ. Анатолий Охотников çамрăксене воспитани парассипе ветерансен активӗ туса ирттерекен ӗçсем çинчен каласа пачӗ. Константин Семенова Стратегилле тӗллевлӗ ракета çарӗсен ветеранӗсен канашӗн ятӗнчен Хисеп хучӗ пачӗ.
Страницăри материалсене Зинаида ЛЕОНТЬЕВА
хатӗрленӗ.
Автор тата А.Охотников
сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев