Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ИРТНИНЕ ПӖЛМЕСӖР ЫРĂ ПУЛАСЛĂХ ТУМА ÇУК

Çӗнӗ Йӗлмел ачисем Виктор Петуховăн музейне çитсе курчӗç.

 

Çарпа патриотизм уйăхлăхӗ пынă вăхăтра Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çурчӗн ӗçченӗсем Наталья Макарова тата Петр Мулеев ялти шкул дирекцийӗпе калаçса килӗшсе Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче 8-9-мӗш классенче вӗренекен çирӗме яхăн ачана ертсе район центрне – Кивӗ Çӗпрелне кайрӗç. Вӗсен тӗллевӗ – Афган вăрçине хутшăннă Виктор Петуховăн килӗнче йӗркеленӗ музейне çитсе курассиччӗ. 

Кил хуçи Виктор Петрович хăнасене питӗ тарават кӗтсе илчӗ. Хăй çинчен, музей валли пуçтарнă экспонатсемпе документсем çинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Мӗншӗн музей йӗркелеме шутлани пирки ыйтсан Афган вăрçин ветеранӗ çапла хуравларӗ: «Çамрăк ăрăвăн хăйӗн Тăван çӗршывӗн, вăрçăсен историне, çав шутра Афган вăрçи пирки те, пӗлмелле». 

Виктор Петухов çак музее тăватă çул каялла уçнă. Хăй вара акă ӗнтӗ виçӗ çул районти Тӗрлӗ хирӗçтăрусене хутшăннă ветерансен канашне ертсе пырать, халăхра, уйрăмах çамрăксен хушшинче, патриотизм туйăмне вăйлатас ӗçе илсе пырать. 

Çавăн пекех ачасемпе Афган вăрçин тепӗр ветеранӗ Петр.Мулеев та чунне уçса калаçрӗ. Петр Николаевич совет çарӗсене мӗншӗн Афганистана кӗртнин историйӗпе паллаштарчӗ. Çавăн пекех Афган çӗрӗнче 15 пине яхăн совет салтакӗ вилни, 36 пинӗ аманни, çав шутран 7 пинӗ инвалид пулса юлни пирки аса илтерчӗ. Çав вăрçăра Çӗпрел районӗ хăйӗн 10 ывăлне çухатнă, вун-вун каччă аманса таврăннă. 

– Çакăн пирки те каласа хăварас килет, – терӗ Виктор Петухов сăмах илсе. – Паян пирӗн çар çыннисем кăна мар, çӗршывăмăрта кашни çăмăл мар саманара пурăнать – Украина территорийӗнче акă ӗнтӗ çулталăк ятарлă çар операцийӗ пырать. Эпир пурте унта хутшăнакан çар çыннисене йывăрлăха çӗнтерме пулăшу кирлине питӗ лайăх ăнланатпăр.

Виктор Петрович шкул ачисене çапăçусем пыракан Донбасс территорине гуманитари пулăшăвӗ леçме кайса килни пирки те каласа пачӗ. Унта вăл Афганистанра пӗрле хӗсметре тăнă юлташӗпе, отставкăри подполковникпа Марс Саяповпа тата шалти ӗçсен уйрăмӗнче ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă Владимир Ярухинпа пӗрле кайса килнӗ.

Каларăмăр ӗнтӗ, Афган вăрçин ветеранӗсем Виктор Петуховпа Петр Мулеев çамрăксемпе ачасене хутшăнтарса час-часах тӗрлӗ патриотла мероприятисем ирттереççӗ. Ку ӗçшӗн тав туса çак кун Виктор Петровичпа Петр Николаевича Çӗпрел районӗн ял хутлăхӗсен хушшинчи Культура çурчӗн директорӗ Руслан Шарафутдинов çитӗнекен ăрăва патриотизм воспитанийӗ парас ӗçри хастарлăхшăн тата Афганистанран совет çарӗсене кăларнăранпа 34 çул çитнине халалласа Тав хучӗсем парса чысларӗ. 

Килти музее курма килнӗ хăнасене кил хуçи арăмӗ Ольга Петухова та питӗ тарават йышăнчӗ, тутлă кукăльсемпе тата чейпе хăналарӗ. Кунашкал тӗлпулусене ачасем час манмаççӗ, паллах. Музейре курни-илтнине вӗсем чылайччен асӗнче упрӗç, çӗршыв историне тарăнрах пӗлме тăрăшӗç. Мӗншӗн тесен иртнине пӗлмесӗр ырă пуласлăх тума çук.

 

Геннадий КАРСАКОВ,

историк-таврапӗлӳçӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: патриотизм