Кунта чăвашсем пурăнаççӗ
Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗсем ӗлӗкхи урам ячӗсене сыхласа хăварнă.
Чăвашсем эпир авалхи халăх. Уйăхсене, эрнери кунсене ят пама пултарнă. Хăйне евӗрлӗ хушма ятсем, йăх паллисем пур пирӗн, паллах, урам ячӗсем те. Çӗпрел районӗнчи уписем çакна тӗпе хурса урамсен ӗлӗкхи ятне упраса хăварнă. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Ярухин сăмахӗсем тăрăх, çакă ял хутлăхне кӗрекен пилӗк ялта та çапла. Сăмах май, вӗсенчен 4-шӗнче чăвашсем пурăнаççӗ. Ял, урам, учреждени ячӗсене виçӗ чӗлхепе çырнă кунта.
Хальхи вăхăтра урам ячӗсене виçшер чӗлхепе çырнă çӗнӗ вывескăсем хатӗр, çакмалли кăна юлнă. Вӗсене халăхран пуçтарнă самообложени укçипе тутарнă. Палăртса хăварар, кунта чăвашсем пурăннине Хусан – Çӗпрел аслă çул хӗррине лартнă чăвашла-вырăсла пысăк банерсем аякранах пӗлтереççӗ. Ял ячӗсен вывескисене те вырăсла, тутарла тата чăвашла çырса çапнă. Шел те, районти хăш-пӗр чăваш ялӗ кун пеккипе мухтанаймасть. Ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсен мехелӗ çитменнипе-и те наянлăхӗ пысăккипе çыхăннă-и ку – паллă мар.
Анчах чăваш ялӗсем ял ятне вырăслипе тата тутарлипе юнашар тăван чӗлхепе те çырни закона пăсни пулмасть, халăх хăйне хисепленине кăтартать. Тутарстан Республикин чӗлхесем çинчен законӗ те кун çинченех калать. Çавăнпа чăваш ялӗсем ял ятне чăвашла çырма, ача сачӗсемпе шкул ачисене тăван чӗлхепе калаçтарма-вӗрентме пире республикăра никам та чармасть. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев