Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нацпроект Чӑваш Ҫӗпрелне те ҫитет

Проект тӑрӑх ӗҫсем августра вӗҫленмелле, унтан кирлӗ оборудовани вырнаҫтарӗҫ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Ҫӗпрелӗнчи вӑтам шкулта цифра тата гуманитари профилӗсемлӗ "Точка роста" центр уҫӑлать. Ӑна "Вӗрентӳ" наци проекне кӗрекен "Хальхи шкул" федераллӑ проектпа пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, тесе пӗлтерет "Тӑван ен" хаҫат.
Пӗлтӗр ҫакнашкал центр Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи 1-мӗш шкулта уҫӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ҫӗпрелӗнчи шкулта ОБЖ, "Шахмат" тата "Технологи" кабинечӗсене юсаҫҫӗ.
Шкул директорӗ Мария Аръяхова пӗлтернӗ тӑрӑх, проект тӑрӑх ӗҫсем августра вӗҫленмелле. Унтан кирлӗ оборудовани вырнаҫтарӗҫ.
Нацпроект пулӑшнипе ачасен паха тата хальхи требованисене тивӗҫтерекен вӗрентӳ илме май пур.

"Тӑван ен" хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев