Пандемийӑна пула тухтӑрсен коллегийӗ августра иртрӗ
Тутарстанри 43 пульницан профильне вӑхӑтлӑха улӑштарма тивнӗ
Ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗллӗ чирлисене Тутарстанра 16 пин медицина ӗҫченӗ сиплет. Ҫакӑн ҫинчен ТР сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков ведомствон коллегийӗнче пӗлтернӗ.
"Covid-19 диагнозлӑ пациентсене медицина пулӑшӑвӗ кӳме 15 пин те 842 медицина ӗҫченне явапланӑ, вӗсенчен 8 пин те 617 медик госпитальсен ӗҫне йӗркелет." Васкавлӑ пулӑшу" машинисен 341 водителӗ кунсерен вызовсене тухса ҫӳрет, – палӑртнӑ министр.
Ун сӑмахӗсемпе, ӗҫе координацилеме республикӑна пилӗк округа пайланӑ, 43 медицина организацийӗн профильне вӑхӑтлӑха улӑштарнӑ.
Пурӗ чирлисем валли 4723 инфекци койки хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев