Сувар

Семен Коновалов хӗрӗпе пӗрле

Хусан чăвашӗсем легендарлă совет танкисчӗн Семен Коноваловăн хӗрӗпе паллашрӗç.

Реклама

Хусанта та паян «Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раççей акцине чăвашсем хастар хутшăнчӗç. ТР ЧНКА представителӗсем хăйсен ветеран-тăванӗсен кăна мар, Совет Союзӗн Геройӗ пулма тивӗçнӗ Тутарстан чăвашӗсен портречӗсене те хатӗрленӗ. Çапла Семен Уганин та, Семен Коновалов тата ытти паттăр-ентешсем те чӗрисемпе пӗрле парадра пулчӗç темелле.  Хусан чăвашӗсен çак кун историлле тӗлпулăвӗ те пулнă. Вӗсем çак мăнаçлăх парадӗнче легендарлă совет танкисчӗн Семен Коноваловăн хӗрӗпе Ирина Семеновна Бродскаяпа паллашнă. Тӗрӗсрех каласан, хӗрӗ хăй чăвашсем патне килнӗ. Кун пек тӗлпулу çакăн пек лару-тăрура иртни тата хаклăрах. Эпир хамăр ентеш-паттăрсемпе чăнах та мăнаçланатпăр. (И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: