Новости по рубрике - Калем
-
12 февраля 2019 - 15:46РЕДАКЦИ МАН АСРА:Пӗр хӗвеллӗ кун университетра манран аслăрах курсра вӗренекен чăваш хӗрӗсемпе пӗрле редакцине ертсе кӗчӗ.Чистопольски урамне куçнă ун чух редакци, 5-мӗш çуртра икӗ пӳлӗм йышăнать, пӗринче редакторпа секретарь тата бухгалтер, тепринче 7-8 çын кӗрлесе лараççӗ. Хытă кӗрлекенни унта электронлă пичет машинки кăна пулнă-тăр та, пӳлӗме пырса кӗрсен çав шав асра.
-
7 января 2019 - 16:22Белорус хӗрӗпе чăваш каччи вăрçăра паллашнăÇапăçу лăпланнă. Апла пулин те Иванпа санинструктор хамăр енне кайма пултараймаççӗ. Вӗсене пулăшу кирлӗ. Çапăçу чарăннипе усă курса нимӗçсем хальччен курман Т-34 танка хăйсем патне сӗтӗрсе кайма шутлаççӗ пулмалла. Т-34 танкăн вăрттăнлăхне пӗлесшӗн. Пирӗннисем те тăшманăн шухăшне ăнкараççӗ. Иван танкӗ патне пыракан нимӗçсен тимӗр утне пирӗннисем снаряд ярса çапса аркатаççӗ. Танк çунма пуçласан унти нимӗçсем тарса хăтăлма пăхаççӗ. Вӗсене Иван автоматран персе ӳкерет.
-
31 декабря 2018 - 15:17ЧĂРĂШ, АННЕ, «ОЛИВЬЕ» ТАТА ВĂЛУрамра декабрь вӗçӗ тăрать. Сивӗ çанталăкра утиялпа пуç çийӗн витӗнсе, кăмака çумне çыпăçса ларса лимон янă вӗри чейпе киленес килет. Анчах та сана туххăмрах Çӗнӗ çул умӗнхи ӗçсем çавăрса кӗрсе каяççӗ – уяв умӗнхи туйăмпа киленесси вырăнне лавккасем тăрăх чупа-чупах вăхăтсăр ывăннине туйма пуçлатăн. Е çын çулланнăçемӗн хăй сисмесӗрех тӗлӗнтермӗше, уяв савăнăçне ӗненме пăрахать-ши? Симӗс чăрăш, йăлтăр-йăлтăр теттесем, кӗленче савăтри мандаринсем... санра нимӗнле туйăмах та çуратмаççӗ, хăнăхнă япаласем евӗр курăнма пуçлаççӗ.
-
30 декабря 2018 - 13:32ТИНӖС ХУМӖПЕ ПӖР ТӖСЛӖ КУÇСЕМИкӗ çын хушшинче 10 утăм, эсӗ хăвăн 5 утăмна тунă хыççăн сана никам та кӗтсе илмерӗ пулсан, каялла çаврăнса кай тенине аса илчӗ. Вăл хăйӗн пӗрремӗш утăмне турӗ. Анжела ăна хирӗç килӗ-ши?
-
22 ноября 2018 - 11:03ИНКЕН ТУХЙИ ПАЯН ТА КУÇ УМӖНЧЕÇав ахăрсамана вăхăтӗнче çӳпçери тухья-хушпусем пӗчӗккӗн сутăнса пӗтрӗç, сутса çисе ятăмăр, сире валли, хӗрӗмсем, кукамайăр тупра усраймарӗ...
-
12 июля 2018 - 14:30Халăх уявсенчен ывăннă ахăрИлемлӗрех пултăр тесе программăна темӗн те пӗрсем кӗртсе эпир Уявăн тӗп пӗлтерӗшне пăсса ятăмăр...
-
20 июня 2018 - 14:17Çӗнтерекене айăпламаççӗЧемпионат финалӗн 1/8 пайӗнче те Раççей Уругвая çӗнтерсен, эпир пире бензина хаклăрах туянтарас, хваттершӗн хаклăрах тӳлеттерес, нумайрах ӗçлеттерес текенсене алă çинче йăтса çӳреме пуçлатпăр пулӗ...
-
5 июня 2018 - 10:43Курткăллă уявСивĕре ытла юрласах та килмест, кĕрешсе те суранланма пулать, пĕрĕхекен çумăр та ăшă мар. Анчах пирĕн вĕт пуçлăх каланă – тумалла.
-
29 мая 2018 - 13:31Иккӗ те саккăрПограничник кунӗнче Пăва район центрне хӗсметре чикӗ сыхланă 200 яхăн çын пухăнать. Хулапа ытти ялсенчи «симӗс картуссенчен» альшихсем палăрмалла уйрăлса тăраççӗ. Кунта 40 арçын (!) чикӗ сыхланă. Салтаксемпе сержантсем кăна мар, офицерсем те пур.
-
24 мая 2018 - 10:27Урăлăх çулӗ вăл – пурнăç çулӗЙăла тăрăх, православи чиркӗвӗсенче сентябрӗн 11-мӗшӗнче урăх эрех ӗçместӗп тесе тупа тăваççӗ. Православире урăлăх пирки тупа тумалли кун тата та пур – майăн 18-мӗшӗ. Çак кун «Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн «Неупиваемая Чаша» турăшне асăнаççӗ.
-
21 мая 2018 - 18:27Эпир пурте пӗр шухăшлăччӗ...Кун-çул утти пӗр шелсӗр пирӗн ретрен юлташсене пӗрерӗн-пӗрерӗн туртса кăларать. Акă майăн 20-мӗшӗнче Константин Валентинович Миндрюковăн та чӗри тампа чарăнчӗ...
-
17 мая 2018 - 09:58Вăрçа окопран курнисем«Вăрçă тăршшӗпе нимӗçсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнă, Гитлера çӗмӗрсе аркатнипе мухтанакан, çав вăхăтра пӗр суран та илмен çынна ан шанăр, вăл передовойра пулман...»