News by tag - Спорт
-
ВЫРСАНИКУН – МАТЧ!
Чăваш çамрăкӗсен «ЧНКА» тата «Сувар» футбол командисем Хусанти футбол юратакансен лигинче иртнӗ сезонсенче самай пысăк çитӗнӳсем турӗç. Анчах пӗр-пӗринпе выляни хальччен пулманччӗ-ха.
-
Медальшӗн Президент укçа парать
ТР Президенчӗ Универсиада çӗнтерӳçисене: ылтăншăн – 150 000, кӗмӗлшӗн – 90 000, бронзашăн 60 000 тенкӗ парать.
-
Юлия Растоскуева та пирӗн
Раççей спорт мастерӗ, кӗрешӳ спорчӗн тепӗр çăлтăрӗ Юлия Растоскуева – чăваш хӗрӗ. Кӗрешӳ ăсталăхне вăл Нурлат районӗнчи Ялавăр ялӗнчи чăвашла кӗрешӳ турнирӗнче туптанă. Хальхи вăхăтра Мускав командишӗн кӗрешет.
-
ĂСАТРĂМĂР ХӖЛЛЕНЕ ЙӖЛТӖРЕ СЫРСАХ...
26 ӳсӗмри 170 ытла спортсмен йӗлтӗр çине тăчӗ çак кун Беловкăра. Трасса çинче вӗсене судьясем тӗрӗслесе тăчӗç. Финишра Кивӗ Тимушкел шкулӗнче физкультура учителӗ пулса ӗçлекен Василий Аркадьевич Чугунов кӗтсе илсе результачӗсене çырса пычӗ. Йӗлтӗрçӗсен ӳсӗмӗсем те тӗрлӗрен – 6-ран 78-ра çитичченех.
-
«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» 10-мӗшӗнче
Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче ку вырсарникун «Йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăрту. Ватти-вӗттине пурне те хапăл туса кӗтеççӗ.
-
ЛАНА ПРУСАКОВА – ПИРӖН ЕНТЕШ
Лана Чăваш Енпе кăна мар, Тутарстанпа та тачă çыхăннă. Унăн кукашшӗ Юрий Афанасьевич Абрамов Нурлат районӗнчи Уксăмлă ялӗнче çуралса ӳснӗ.
-
МАТАК КАЧЧИН ТЕПӖР ИКӖ МЕДАЛЬ!
Çамрăк ентеш Николай Чукмаров (Çӗпрел районӗнчи Матак ял каччи) çак кунсенче кăна икӗ медаль çӗнсе илчӗ. Февралӗн 22-мӗшӗнче Чăваш Республикин кӗрешӳ чемпионатӗнче – III, февралӗн 23-мӗшӗнче Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗпрел районӗ) иртнӗ кӗрешӳ турнирӗнче – I вырăнсем йышăнчӗ.
-
Инна ТРАЖУКОВА: «МАЛТАН ОЛИМПИАДА, УНТАН ÇЕМЬЕ»
Спортсмен пулнăран пӗрне татса калама пултаратăп: тренировкăсене эпӗ малаллах тăсăп. Тен, тренер ӗçӗ пирки шутласа пăхăп. Сывлăх пулсан, малаллах кӗрешӗп. Паллах, сусăрланассинчен гаранти çук. Хальлӗхе ман плансем çапларах: 2020 çулхи Олимпиадăччен тытăнса тăмалла. Кайран харпăр пурнăç çинчен те шутлама юрать.
-
МАТАК КАЧЧИН – II ВЫРĂН
Шупашкарта Чăваш Республикин первенствишӗн ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ ăмăртăва тӗрлӗ регионтан 150 ытла спортсмен хутшăннă. 57 килограмчченхи виçе йывăрăшӗнче Матак (Çӗпрел районӗ) каччи Николай Чукмаров II вырăн çӗнсе илчӗ.
-
АНАТ КАМА – АТĂЛÇИ ТĂРĂХӖНЧИ КӖРЕШӲ ХУЛИ
АНАТ КАМĂРА Совет Союзӗн спорт маçтăрӗн тата меценатăн Ленар Гаяновăн парнишӗн «Ярыш» спорткомплексра ӗнер кавир çине 11-13 çулсенчи 400 ытла çамрăк спортсмен тухнă.
-
ÇӖНӖ ЙӖЛМЕЛӖНЧЕ АНДРЕЕВ ТУРНИРӖ
Çӗпрел районӗнчи çӗнйӗлмелсем ентешне И.В. Андреева асăнса уçă шахмат турнирне ирттерчӗç.
-
ХУСАН ЕВРОПА ВĂЙЙИСЕНЕ ЙЫШĂНАСШĂН
Хусанта тӗнче шайӗнчи спорт уявӗсем малашне тата пулас шанăç пур, çак кунсенче вăл Европа вăййисене ирттерме заявка панă.
-
ЧУНРА ПУЛСАН УРĂХЛА ПУРĂНМА ÇУК
Ял кунӗнче иртнӗ матча икӗ команда кăна хутшăнсан та вăл хӗрӳ иртрӗ. Ульяновск облаçӗнчи Мăклавшă ялӗн сборнăйӗ миçемӗш çул ӗнтӗ çӗнтерме ăнтăлать, анчах Çӗпрел районӗнчи хулаçырмисене парăнтараймасть-ха.
-
«Солнце на спицах» подводит итоги
19 января в г.Новочебоксарск состоится XV ВелоБал Чувашии– Крещенский. Приглашаем всех неравнодушных к сохранению окружающей среды, признающих право велосипеда стать полноценным видом транспорта и приветствующих здоровый образ жизни.
-
Алексей Сунейкин: «Мăнтăрсене курсан шеллетӗп»
Мăнтăр çынна курсан шеллетӗп, ытлашши килограмсем вӗсем якорь пек аялалла туртаççӗ. Çу организмра тӗрлӗ чир-чӗр вăратнине шутламаççӗ. Калаçма пуçласан та, вăхăт е май çукки çине яраççӗ. Вăхăт вăл никама та çитмест, ăна йӗркелеме пӗлмелле...