Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИНЧЕ» ПИРӖН КАРИНА – ВИÇÇӖМӖШ!

Ноябрӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта «Раççей Чăваш пики – 2018» илемпе пултарулăх конкурсӗ иртрӗ. Тутарстан чăвашӗсен чысне «Тутарстан Чăваш пики – 2018» çӗнтерӳçи, Элмет районӗнчи Клемтел ял пики Карина Туктамышева хӳтӗлерӗ.

Ноябрӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта «Раççей Чăваш пики – 2018» илемпе пултарулăх конкурсӗ иртрӗ. Тутарстан чăвашӗсен чысне «Тутарстан Чăваш пики – 2018» çӗнтерӳçи, Элмет районӗнчи Клемтел ял пики Карина Туктамышева хӳтӗлерӗ. 18 конкурсантран пирӗн Карина виççӗмӗш вырăн йышăнса «Чи вичкӗн ăс-тăнлă пике» номинацие тивӗçрӗ.  Пӗрремӗш вырăна хальхинче Канаш район хӗрӗ Лидия Пуганова тухрӗ.

 Чăваш тӗнчинчи пӗр мероприяти те «Чăваш пики» чухлӗ тавлашу çуратмасть пуль.  Кăçалхи конкурс та хăйӗн ятне тӳрре кăлараймарӗ, мӗншӗн тесен яланхи пекех Раççей шайӗнче мар, Чăваш Ен шайӗнче кăна пулчӗ. Çакна 18 конкурсанткăран иккӗшӗ кăна республика тулашӗнчен пулни те, жюрире Чăваш Ен çыннисем кăна ларни те çирӗплетрӗ.  Çур кун ытла тăсăлнă  конкурс тата  мӗнпе «тӗлӗнтернине» «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России Чувашская красавица