Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

115 çул каялла çак кӗнеке çӗр ӗçӗпе ӗçлекенсене пысăк пулăшу панă

115 çул каялла Чӗмпӗр хулинче (хальхи Ульяновск) «Çӗр ӗçӗ çинчен = О земледелии на чувашском языке» (Симбирск: Типография А. и М. Дмитриевых, 1909) кӗнеке кун çути курнă. Кӗнеке 48 страницăран тăрать. Шел, мӗн чухлӗ тиражпа тухнине палăртман. «Чувашская книга до 1917 года = 1917 çулчченхи чăваш кӗнеки» библиографи кăтартмăшӗнче (библиографи указателӗнче) çак кӗнеке Чăваш наци библиотекин «Кӗнеке палати» уйрăмӗнче кăна упраннине палăртнă. Апла пулсан çак кӗнеке питӗ хаклă пуянлăх тесен те йăнăш пулмӗ.

Хальхи вăхăтри пурнăçра эпир пире кирлӗ те кăсăклă ыйтусене интернет уçлăхӗнче питӗ хăвăрт шыраса тупма пултаратпăр, 115 çул каялла вара çак кӗнеке çӗр ӗçӗпе ӗçлекенсене пысăк пулăшу панă ӗнтӗ.


«Мӗнле тырă мӗнле çӗре юратни çинчен тата хăш тырă хăшин хыççăн аван пулни çинчен» тупмаллинче мӗнле сӗнӳсем панă-ха: «Ыраш хура пусă хыççăн аван пулать. Вăл кăпăш çӗре пит юратать. Ăна сӗлӗ хыççăн, вика, пăрçа, хуратул хыççăн акма аван. Тулла ытла кăпăш мар çӗр те юрать. Уяра та вăл чăтать. Анчах вăл анана çумран пит таса тытнине юратать. Вир тиркевлӗ тырă. Ăна аван, таса çӗр кирлӗ...»


«Хире мӗнле йӗркепе акса тăрсан аван» тупмаллинче акă мӗнле вӗрентнӗ: «Хура пусăра выльăх çӳретмелле мар тума тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗ май тупнă. Вӗсенчен хăшне çакăнта каласа паратпăр. Кама хăш май кăмăла каять, çавна йышăнтăр...»


«Тислӗке мӗнле упрасси çинчен, ăна хире тăкса çӗрпе епле витесси çинчен»: «...Тислӗке килте аван усрама пӗлмелле. Пăха пӗлмесен, вăл çӗрме те начар çӗрет, тата хăйӗн чи хаклă япалисене те çухатса пӗтерет. Аван усрас тесен, тислӗке купанăн-купанăн купаласа хурас пулать, çиелтен типесрен тислӗк шӗввипе сапса тăрас пулать...»


«Чăх-чӗпӗсене пăхасси çинчен»: «Тырра пӗрчӗнех парас пулсан, ăна валашка çине хурас пулмасть, сапаласа парас пулать. Валашка çине парсан, чăхсем пӗр чарăнмасăр нумай çисе пӗсехине пăсаççӗ. Сапаласа парсан шыракаласа вăхăт ирттерсе çиеççӗ». Ку сӗнӳ вара çӗнӗлӗх пулчӗ маншăн.
«Вӗлле хурчӗ» мӗнле сӗнӳсем парать-ши? «Вӗлле хурчӗ валли чи малтан вырăн юрăхлине суйлас пулать: 


1) хурт пахчи хӗвел питӗнче те, вăйлă çил çинче те юрамасть, çавăнпа ăна ытла çӳлех мар çӗрте йывăçем хушшине тăваççӗ, çӳлӗ йывăç çинчен хурт çăвăри пуçтарма пит кансӗр пулать; 


2) хурт пахчинче йывăç тӗми ытла йăвă пулни юрамасть, вăл хуртсене куç умӗнче тытма кансӗрлет; 


3) хурт пахчи таврашӗнче пысăк шыв пулни аван мар: пысăк шыв урлă каçнă чух пит нумай хурт пӗтет; 


4) хурт пахчи ытла нӳрлӗ вырăнта юрамасть: ун пек çӗрте час-часах карас пăнтăхать; 


5) хурт пахчи пахчана пăхаканран инçе пулни аван мар. Вӗллесене пӗр-пӗринчен 10 утăма лартас пулать. Йăвăрах лартни хуртсене ӗçлеме кансӗрлет...» 


Çавăн пекех кунта «Хурт сутăн илесси çинчен», «Вӗлле суйласси çинчен» тупмаллисем пур. Пӗлтерӗшлӗ тата пурнăçра кирлӗ нумай паха сӗнӳсемпе паллашма пулать кӗнекере.


Çак кӗнеке кун çути курни ӗмӗр ытла иртнӗ пулсан та, питӗ типтерлӗ упранса юлнă вăл. Паха хут çине пичетлени куçкӗрет.

 

Дина ТИМОФЕЕВА.


Чăваш наци библиотекин «Кӗнеке палати» уйрăмӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев