Чăваш Республики 105 çул тултарать
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Республики 105 çул тултарать

Паян, июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш Республики кунне – 105 çул тултарнине – паллă тăваççĕ. Çавна май Шупашкарта Раççейĕн тĕрлĕ регионӗсенче пурăнакан чăвашсем пуçтарăнаççӗ. Уяв программи анлă та питӗ кăсăк.

13.00 Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра республикӑри ача-пӑча пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» фестивалӗ иртет.
15.00 Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ (Хӗрлӗ лапам) пуçланать.Çак вăхăтрах Оперӑпа балет театрӗнче «Эпӗ - хӗрарӑм» конкурса пӗтӗмлетеççӗ.
18.00 Хӗрлӗ лапамра «Роднинки России» фестиваль гала-концерчӗ иртет.
20.00 Раççейӗн хальхи музыка карттине презентацилеççӗ. Сцена çине Л.Г.Зыкина ячӗпе хисепленекен «Россия» патшалӑх академи вырӑс халӑх ансамблӗ тухать. Çавӑн пекех Татьяна Куртукова хăйӗн юррисемпе савӑнтарӗ.

Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран. 


День республики Чувашия чуваши России

Нет комментариев