Пысӑккин пысӑк хуйхӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Пысӑккин пысӑк хуйхӑ

Хӑна ҫурчӗсенче улахсем ирттерме юрамасть

Тутарстан Прокуратури самоизоляци режимне пӑснӑшӑн икӗ отель ӗҫне чарса лартассипе хӑратнӑ.
Хӑйсен соцсетьсенчи страницисенче ҫак отельсем каччӑсен тата хӗрсен туй умӗнхи улахӗсене ирттерме сӗннӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР прокурорӗн аслӑ пулӑшаканӗ Руслан Галиев пӗлтернӗ.
Прокуратура ӗҫченӗсем социаллӑ сетьсенче  «Корстон-Казань» тата «Ривьера» хӑна ҫурчӗсем самоизоляци вӑхӑтӗнче вӗсем патӗнче мальчишниксемпе девишниксем ирттерме май пурри ҫинчен пӗлтернӗ.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн надзор ведомстви асӑннӑ отельсен ертӳҫисене явап тыттарма пултарни ҫинчен асӑрхаттару представленийӗсем ярса панӑ.

 


Нет комментариев