ТР Патшалăх Канашӗн Председательне Фарид Абдулганиева суйланă
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Патшалăх Канашӗн Председательне Фарид Абдулганиева суйланă

Тивӗçлӗ йышăнăва депутатсем республика парламенчӗн 24-мӗш ларăвӗнче тунă. Унăн кандидатурине 81 депутат (пӗри хирӗç пулнă) ырланă.

Фарид Абдулганиева ТР Патшалăх Канашӗн депутатне сентябрь уйăхӗнче иртнӗ хушма суйлавра суйланă. Унччен вăл ТР Раисӗ çумӗнчи предпринимательсен прависене хӳтелекен уполномоченнăй вырăнӗнче ӗçленӗ. Регион парламенчӗн председательне ăна «Единая Россия» фракци тăратнă.

Депутатсем умӗнче республика парламенчӗ тунă кăтартусене шута илсе ӗçе малалла тăсма хатӗррине пӗлтернӗ парламент ертӳçи. Обществăна, экономикăна аталантарма тата çынсем хушшинчи тăнăçлăхпа килӗшӗве тытса тăма республикăра Тутарстан парламенчӗ çирӗп право никӗсӗ туса хунине те палăртнă. Республикăра йышăннă хăш-пӗр законпа кайран федераци законӗсене йӗркеленӗ чухне усă курнине те каласа хăварнă вăл.


фарид абдулганиев госсовет рт председатель

Нет комментариев