News by date 8 December 2025
-
Пӗрлехи патшалăх экзаменӗпе Патшалăхăн тӗп экзаменӗн расписанийӗ паллă
РФ Çутӗç министерствипе Рособрнадзор Пӗрлехи патшалăх экзаменӗпе (ЕГЭ) Патшалăхăн тӗп экзаменӗн (ОГЭ) 2026 çулхи расписанине çирӗплетнӗ, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.
-
Волонтерсене ИТ-Паркра чыслаççӗ
«Ырӑ Тутарстан — 2025» премин куçӑн тапхӑрне 517 проект хутшӑннӑ
-
Çырчаллипе Анат Камăна кӗмесӗр иртекен çул тӳлевлӗ пулать
Çырчаллипе Анат Кама хӗррипе иртекен çак çул пысăк хăвăртлăхлă М-12 Хусан – Екатеринбург – Тюмень çулăн пӗр пайӗ. Ăна пăхса тăма «Автодора» парсан, компани трассăна çӗнетӗ те тӳлевлӗ тăвӗ.
-
11-ти хӗрача амăшӗн 133 пин тенкине куçарнă
Чистайри шалти ӗçсен пайне 41-ти хӗрарăм пулăшу ыйтса килнӗ. Ним тумасăрах шучӗ çинчи укçи çухалнă иккен унăн. Полици тӗпчеме тытăнсан ку ӗçе 11-ти хӗрачи туни палăрнă.
-
Фарид Мухаметшин: «Внутренний туризм – ключевой драйвер социально-экономического развития страны»
Регионы Приволжского федерального округа, по словам Фарида Мухаметшина, отличает выгодное географическое положение, уникальные природные ландшафты и богатейшее историко-культурное достояние, обусловленное многообразием национального состава.
-
Студентсен отрячӗсем ӗç семестрне пӗтӗмлетнӗ
Тутарстан Республикин Суту-илӳпе промышленность палатинче студентсен отрячӗсен 62-мӗш ӗç семестрне хупнă. Унта 150 ытла юхăм представителӗ, партнерсемпе ӗçпе тивӗçтерекенсен тӗл пулнă. Студентсен отрячӗсен ӗçӗ-хӗлӗ «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тăрать.
-
Улатакка вăрманта вăрахчен йывăçа таккать – çанталăк пăсăласса
Раштав уйăхӗн 8-мӗшӗ – Климентий. Улатакка вăрманта вăрахчен йывăçа таккать – çанталăк пăсăласса. Çак кун хуть мӗнле ӗçе те ăнтăр тесен выçварла пуçлаççӗ.
-
Эрнелӗх гороскоп
ТАКА 21.III – 20.IV Ку кунсем тавракурӑма анлӑлатаççӗ, сайра тӗл пулакан интереслӗ çынсемпе паллаштараççӗ. Эрне варринчи кӗтмен сӗнӳ мал ӗмӗтлӗ шухăшсене пурнăçлама пулăшӗ, анчах тӳрех йышăнма хушмаççӗ çăлтăрсем. Ӗçре инновацисен тата хăйнеевӗрлӗ йышӑнусен пӗлтерӗшӗ ӳсет.