Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

ТАКА 21.III – 20.IV Ку кунсем тавракурӑма анлӑлатаççӗ, сайра тӗл пулакан интереслӗ çынсемпе паллаштараççӗ. Эрне варринчи кӗтмен сӗнӳ мал ӗмӗтлӗ шухăшсене пурнăçлама пулăшӗ, анчах тӳрех йышăнма хушмаççӗ çăлтăрсем. Ӗçре инновацисен тата хăйнеевӗрлӗ йышӑнусен пӗлтерӗшӗ ӳсет.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Эрнипех çын çине тухма тӳр килет. Ӗçре вак-тӗвеке ытларах тимлемелле. Ӗçтешӗрсенчен çийӗнчех хурав илесси пулмасть, документсемпе йышăну тăвасси тăсăлать. Ан вӗчӗрхенӗр, эрнекунах лару-тăру лайăхланать. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Эрнипех хăвăра улăштарассипе, ӑс-тӑнпа ӗçлетӗр. Тӗлӗкӗрсем те халь пулассине уççăн кăтартаççӗ, таврара пулса иртекен ӗçсенче те вăрттăн паллăсене асăрхатăр. Вăя илекен çынсемпе ан хутшăнăр.

РАК 22.VI – 22.VII 

Эрне лăпкă иртет. Сирӗн плансем килпе, çемьепе çыхăннă. Ӗçре тăнăçлăх хуçаланать. Пуçланă проектсене йӗркипе вӗçлесе пыратăр, укçа-тенкӗ килсех тăрать. Çак кунсенче ытти чухнехинчен маларах çывăрма выртни сывлăхшăн лайăх. Çăлтăрсем йогăпа аппаланма хушаççӗ.  

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Хыпар çине хыпар килсе тăрать çак кунсенче, хăвăр та çӗнӗлӗхсене пӗлтерсех тăратăр. Тăтăш çул çине тухма тӳр килет, çине-çинех çынсемпе тӗл пулатăр. Юнкун, кӗçерникун документсемпе ӗçленӗ чух йăнăшасса систереççӗ çăлтăрсем. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ку эрнере ăс-хакăл енӗпе нумай ӗçлетӗр. Таврара пулса иртекен ӗçсем халь сирӗншӗн пӗлтерӗшлех те мар, пӗччен юлса шутламаллисем нумай. Ӗçри лару-тăру пӗр улшăнусăр малаллах шăвать.  Финанссемпе тăнăç. Çурт, çемье валли туянма шутланисене çăлтăрсем ырлаççӗ.   

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Çывăх çыннăрсем çак кунсенче сирӗнтен лидер сăмахӗсене кӗтеççӗ. Ыттисен ыйтăвӗсене татса панă чух хăвăр çине ытлашши яваплăх илмелле мар. Ӗçре ларура тухса калаçма тӳр килӗ, сирӗн идейăсене коллектив ырласа йышăнӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Ӗçсенче йӗрке тума меллӗ эрне, уйрăмах тахçан пуçланă пӗчӗк проектсене вӗçлени савăнтарать хăвăра. Юнкун транспорта пула хӗвӗшӳллӗ иртет. Эрне вӗçӗнче илнӗ хыпар сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗ.  Укçа-тенке тӗллевсӗр тăкакламастăр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Ку эрнере сирӗн ытларах компромисс шырама, ытти çынсен интересӗсене шута илме тивет. Татӑклӑ йышӑнусем тума ан васкӑр, уйрӑмах çын пусахланипе. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç, искусство япалисене туянма, киле хăтлăх кӗртме тăкакланасси пулӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Айккинчен пăхсан эрне лăпкă иртет, чăннипе ӗç «вӗресе тăрать». Хăвăра тахçантанпа интереслентерекен ыйтăвăн хуравне тупатăр. Эрне варринче пӗр вăрттăнлăх пӗлетӗр, çакăн хыççăн пулса иртекен ӗçсем çине пач урăхла пăхатăр. Халь сирӗн интуицие шанмалла.  

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Çӗнӗ идейăсене пурнăçлассипе эрнипех хӗрӳ ӗç пырать. Çак вăхăтрах сирте халиччен пӗлменнине тӗпчес кăмăл ӳссе пырать. Çавăнпах вӗренӳ курсӗсене çырăнатăр. Юнкун ăнсăртран каланă сăмахпа çынна кӳрентерме пултаратăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ума нумая пыракан тӗллевсем лартатăр, карьера тума талпăнатăр. Чăрмавсене çӗнтерсе малалла кайма хатӗр эсир. Эрне пуçламăшӗнчи йывăрлăхсем сире хăюллăрах пулма хистеççӗ, хавхалантараççӗ. Ку эрнере эсир ӗçре уйрăмах пуçаруллă, яваплă. Паллах, çакна пуçлăх курать, тата кăткăсрах ӗç хушать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп