Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Студентсен отрячӗсем ӗç семестрне пӗтӗмлетнӗ

Тутарстан Республикин Суту-илӳпе промышленность палатинче студентсен отрячӗсен 62-мӗш ӗç семестрне хупнă. Унта 150 ытла юхăм представителӗ, партнерсемпе ӗçпе тивӗçтерекенсен тӗл пулнă. Студентсен отрячӗсен ӗçӗ-хӗлӗ «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тăрать.

«Эсир регионти пӗтӗм çамрăксемшӗн тӗслӗх пулса тăратăр. Ăçта ӗçлеме май пурри, чи кирли – мӗнле ӗçлемелли тӗслӗх. Юхăм ветеранӗ пулнăран студент отрячӗсем ӗçлеме май туса панисӗр пуçне, командăра ӗçлеме, пӗлтерӗшлӗ йышăну тума, çын ӗçне хаклама, çӗршыва юратма тата  унăн ырлăхӗшӗн тăрăшма хăнăхтарнине те калама пултаратăп», – пӗлтернӗ тӗлпулăва хутшăннă  РФ Федераци Пухăвӗн Патшалăх Думин Национальноçсен ӗçӗсен комитечӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Ильдар Гильмутдинов.

Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗнче студотрядсем хастар ӗçленисӗр пуçне, истори астăвăмне упраса хăварасси тата патриотла воспитани парасси çине те уйрăм тимлӗх уйăрнă. Пӗтӗмлетӳ мероприятийӗ тӗлне юхăм патриотла воспитани опытне пӗтӗмлетекен сборник кăларнă.

Çулталăк каялла Тутарстанра студентсене ӗç тупма пулăшакан комитет йӗркеленӗ. 2025 çулта Пӗтӗм Раççейри 4 тата регионсен хушшинчи 2 проектпа Тутарстанра 4656 çын, çав шутра Раççейӗн ытти регионӗсенчен 3791 студент, ӗçе вырнаçнă.

ТР студентсен отрячӗсен пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: студенты #МолодёжьРТ