РФ Çутӗç министерствипе Рособрнадзор Пӗрлехи патшалăх экзаменӗпе (ЕГЭ) Патшалăхăн тӗп экзаменӗн (ОГЭ) 2026 çулхи расписанине çирӗплетнӗ, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.
Пӗрлехи патшалăх экзаменне вăхăтран маларах парас текенсем çак майпа мартăн 20-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 20-мӗшӗччен усă курма пултараççӗ. Тӗп тапхăр – июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 9-мӗшӗччен. Хушма тапхăр – сентябрӗн 4 – 25-мӗшӗсем.

Тӗп тапхăрăн расписанийӗ çапларах:
Июнӗн 1-мӗшӗ – истори, литература, хими;
Июнӗн 4-мӗшӗ – вырăс чӗлхи;
Июнӗн 8-мӗшӗ – математика;
Июнӗн 11-мӗшӗ – обществознани, физика;
Июнӗн 15-мӗшӗ – биологи, географи, ют чӗлхе (çырса памалли);
Июнӗн 18-19-мӗшӗсем – ют чӗлхе (сăмахпа каласа памалли), информатика.
Июнӗн 22 – 25-мӗшӗсенче пур предметпа та экзамен тытмалли резервлă кунсем пулаççӗ. Июлӗн 8 е 9-мӗшӗсенче шкул пӗтерекен пӗр предметпа экзамена тепӗр хутчен пама пултарать.
9 класс пӗтерекенсемшӗн Патшалăхăн тӗп экзаменне (ОГЭ) тытассине виçӗ тапхăра пайланă:
апрелӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа майăн 18-мӗшӗччен – вăхăтран маларах парас текенсем валли;
июнӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 6-мӗшӗччен – тӗп тапхăр;
сентябрӗн 3-мӗшӗнчен пуçласа 25-мӗшӗччен – хушма тапхăр.
Тӗп тапхăр расписанийӗ çапларах:
Июнӗн 2-мӗшӗ – математика;
Июнӗн 6-мӗшӗ – информатика тата ют чӗлхесем;
Июнӗн 9-мӗшӗ – вырăс чӗлхи;
Июнӗн 5, 16 тата 19-мӗшӗсем – вырăс чӗлхипе математикăсăр пуçне ытти предметсем.
Июнӗн 29-мӗшӗ – математикăпа, июлӗн 2-мӗшӗ – вырăс чӗлхипе, июлӗн 3 тата 6-мӗшӗсем – ытти предметсемпе экзамен тытмалли резервлă кунсем.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев