Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

11-ти хӗрача амăшӗн 133 пин тенкине куçарнă

Чистайри шалти ӗçсен пайне 41-ти хӗрарăм пулăшу ыйтса килнӗ. Ним тумасăрах шучӗ çинчи укçи çухалнă иккен унăн. Полици тӗпчеме тытăнсан ку ӗçе 11-ти хӗрачи туни палăрнă.

Каçхине телефонпа выляса ларнă чухне ачана пӗр класра вӗреннӗ тантăшӗнчен СМС килнӗ-мӗн, лешӗ сим-картта туянма йывăрлăхсем сиксе тухнипе пулăшма ыйтнă. Кун валли амăшӗн картти çинчен укçа куçарма хушнă, тӗрӗссипе, вăл нимӗн те çухатмасть имӗш, мӗншӗн тесен укçа тантăшӗн хăйӗн ашшӗ-амăшӗн шучӗ çинчен куçать тесе ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗрача суя тантăша шанса амăшӗн виçӗ банк картти çинчи укçине, пӗтӗмпе 133 пин тенкӗ, куçарнă. Кун хыççăнах СМС килнӗ аккаунт та çухалнă.

 Полици граждансене тимлӗ пулма, интернетра улталамалли схемăсем пурри пирки ачасене ăнлантарса час-часах асăрхаттарма, телефон çине онлайн-операцисем тума лимит лартма ыйтать. (В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проишествие