Волонтерсене  ИТ-Паркра чыслаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Волонтерсене ИТ-Паркра чыслаççӗ

«Ырӑ Тутарстан — 2025» премин куçӑн тапхӑрне 517 проект хутшӑннӑ

Çак çынсемсӗр темӗнле чаплă культура мероприятийӗ те çӳллӗ шайрах иртеймӗччӗ. Вӗсем йӗркелӳçӗсене те, артистене те, куракансене те тав тăвасса кӗтмесӗр пулăшаçç, Сăмах культура волонтерӗсем пирки. Вӗсенчен уйрăмах хастарлăх кăтартнисене добровольчество сферинчи «Ырӑ Тутарстан – 2025» Республика премийӗнче чыслӗç.

Преми финалисчӗсен хушшинче «Культура сферинчи çулталӑк волонтерӗ» номинацире Пӗтӗм Раççейри «Культура волонтерӗсем» обществӑлла юхӑмӑн Тутарстан республикипе «Çамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗн виçӗ хастарӗ – Фарида Фридовна Артемьева (Агрыз районӗ), Разиля Башировна Гараева (Тюлячи районӗ), Татьяна Михайловна Кузьмина (Хусан) паллаштарнӑ. Форумра тата «Çулталăкри паттăрла ӗç», «Инклюзин çулталăк волонтерӗ номинацисенче палăрнă хастарсене тав туса чыслӗç.

«Ырӑ Тутарстан — 2025» премин куçӑмлӑ тапхӑрне 517 проект хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе Добро РФ сайтра Тутарстанран 222 пин çын, 5 пин организаци регистраци иртнӗ.

Преми пӗтӗмлетӗвне декабрӗн 10-мӗшӗнче «Ырӑ Тутарстан» Республика форумӗн шайӗнче Савӑнӑçлӑ церемонире чысласа наградăлӗç. 


#Волонтерство

Нет комментариев