News by date 10 March 2026
-
Фестиваль «ЗОЛОТАЯ ЧЕРЕПАХА»
С 12 марта по 26 апреля 2026 года в Национальной библиотеке Республики Татарстан (ул. Пушкина, 86) пройдет Международный фестиваль дикой природы «ЗОЛОТАЯ ЧЕРЕПАХА» https://goldenturtle.ru/
-
Пуш уйăхӗ çитсен Науруза кӗтетпӗр
Мартăн 16 – 27-мӗшӗсенче ТР Наци музейӗ Науруза паллӑ тума чӗнет. Хăнасем валли музей ӗçченӗсем икӗ программа хатӗрленӗ
-
Пӗр талăк хушшинче 160 ытла авари пулнă
Хусан çулӗсем çинче пӗр талăк хушшинче 160 инкек пулнă, телее çул-йӗр инкекӗсенче вилнисемпе тата шар курнисем çук. Кун пирки хулари патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтерет.
-
Ссылкăпа видео пăхма кӗрсе укçасăр юлнă
Пӗлӗшӗн ятӗнчен видео пăхма янă ссылка урлă Тутарстанра икӗ çыннăн укçине вăрланă.
-
Мартăн 11 – 15-мӗшӗсенче Хусанта православи кӗнекин фестивалӗ пулать
Фестивале мартăн 11-мӗшӗнче Хусанти Большая Красная урамӗнчи «Пилигрим» паломниксен центрӗнче Иисус Христосăн çӗр çинчи пурнăçӗпе вăл Турра çаврăннине курнă çынсем çинчен «Святое семейство» документлă фильмпа уçаççӗ.
-
Вӗрентӳ системинче МАХпа анлăн усă кураççӗ
Тутарстан Республикинчи вӗрентӳ системи МАХ наци мессенджерӗпе анлăн усă курать. Вăл ку платформа çинче педагогсене, вӗренекенсене тата ашшӗ-амăшӗсене пӗрлештернӗ. Çакăн пирки паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Рамис Музипов пӗлтернӗ.
-
МАХра 2,5 пин телемедицина консультацийӗ ирттернӗ
Тутарстанра МАХ мессенджерта больничнăй хута дистанициллӗ майпа хупас тӗллевпе 2,5 пин телемедицина консультацийӗ иртнӗ. Кун пирки ТР Министрсен Кабинентӗнче пулнă брифингра республикăн сывлăх сыхлавӗн министрӗн çумӗ Андрей Ефремов пӗлтернӗ.
-
Роспотребнадзор хӗрӳ лини уçнă
Тутарстанра потребительсен прависене хӳтӗлессипе хӗрӳ лини ӗçлеме пуçланă. Кун пирки Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.