Вӗрентӳ системинче МАХпа анлăн усă кураççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентӳ системинче МАХпа анлăн усă кураççӗ

Тутарстан Республикинчи вӗрентӳ системи МАХ наци мессенджерӗпе анлăн усă курать. Вăл ку платформа çинче педагогсене, вӗренекенсене тата ашшӗ-амăшӗсене пӗрлештернӗ. Çакăн пирки паян ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Рамис Музипов пӗлтернӗ.

Рамис Музипов каланă тăрăх, кăçалхи мартăн 4-мӗшӗ тӗлне асăннă мессенджерта вӗрентӳ процесне хутшăнакан 539007 çын регистрациленнӗ. Çав шутран 329234-шӗ – шкулсенче, 89852-шӗ – ача сачӗсенче, 75284-шӗ – профессиллӗ вăтам пӗлӳ паракан учрежденисенче, 43260-шӗ – хушма вӗрентӳ организацийӗсенче, 1377-шӗ – вӗрентӳ управленийӗсенче.

Шкулсен МАХри официаллă каналӗсен шучӗ 1333-е çитнӗ, вӗсене 4447989 çын çырăннă.

Çавăн пекех Тутарстанри 45 аслă шкулăн та МАХра каналӗсемпе чатӗсем пур. Кунсăр пуçне 9 аслă шкул студентăн цифрăллă ID-не хута янă, вӗсен студент билечӗпе зачетки те электронлă халь.

ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ каланă тăрăх, хамăр çӗршывра ăсласа кăларнă мессенджер çине куçасси федераллă законодательствăпа çыхăннă – вăл вара ӗçре, вӗренӳре ют çӗршыв мессенджерӗсемпе усă курма чарать.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 


МАКС

Нет комментариев