Ссылкăпа видео пăхма кӗрсе укçасăр юлнă
Çӗнӗ хыпарсем

Ссылкăпа видео пăхма кӗрсе укçасăр юлнă

Пӗлӗшӗн ятӗнчен видео пăхма янă ссылка урлă Тутарстанра икӗ çыннăн укçине вăрланă.

 Чăн малтан полици уйрăмне 48-ти арçын пулăшу ыйтса килнӗ. Ăна мессенджерсенчен пӗринче пӗлӗшӗнчен «Салам! Видео çинче эсӗ мар-и?» текен СМС-çыру килнӗ. Ссылкăпа кӗрсенех смартфонӗ çине онлайн-банка аякран кӗмелли программа лартăннă иккен. Унăн 170 пин тенкине вăрлама хăтланнă. Телее, 13 пин тенкине кăна илейнӗ. Пӗлӗшӗн аккаунтне çӗмӗрнине каярах пӗлнине пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.

Çакăн пекех схемăпа 58-ти хӗрарăма та улталанă,15 пин тенкисӗр юлнă вăл. Ăна пӗлӗш-хӗрарăмран çакнашкал СМС-çыру килнӗ пулнă...

ТР ШӖМӗ граждансене тимлӗрех пулма, телефон çине хуть мӗнле ссылка килсен те çыннине хăйне шăнкăравласа е тӗл пулса информацие тӗрӗслемесӗр уçма юраманнине аса илтерет.


проишествие

Нет комментариев