Пуш уйăхӗ çитсен Науруза кӗтетпӗр
Мартăн 16 – 27-мӗшӗсенче ТР Наци музейӗ Науруза паллӑ тума чӗнет. Хăнасем валли музей ӗçченӗсем икӗ программа хатӗрленӗ
Ултă çултан аслăраххисем валли «Науруз байрам» театрализациленӗ уроксенче Атăл тăрăхӗнчи халăхсен çурхи уявӗсем çнчен каласа парӗç, вăйăсем ирттерӗç, ăсталăх класӗсем ачасене çӗнӗ хăнхусем парнелӗç. Кӗçӗннисем валли хатӗрлеенӗ мероприятисем 10:00, 12:00, 14:00 сехетсенче пуçланаççӗ.
Аслăраххисем валли хатӗрленӗ «Герои Навруз» детективлă историн авторӗ наука реконструкцийӗн уйрăмӗн заведующийӗ Владислав Хабаров. 14 çултан аслăраххисем авалхи йăла-йӗркесемпе квест урлă паллашӗç. Тупмалли юмахсемпе пуçватмăшсем хатӗрленӗ вӗсем валли. Паллах, кашниншӗн чи интересли – Навруз паттăрӗсемпе, сăнарӗсемпе тӗл пуласси. 2026 çул Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине те манман йӗркелӳçӗсем, мероприяти вăхăтӗнче ачасем тӗрлӗ халăхен кльтрипе паллашӗç.
ТР Наци музейӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев