Роспотребнадзор хӗрӳ лини уçнă
Çӗнӗ хыпарсем

Роспотребнадзор хӗрӳ лини уçнă

Тутарстанра потребительсен прависене хӳтӗлессипе хӗрӳ лини ӗçлеме пуçланă. Кун пирки Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Консультацие март уйăхӗн 15-мӗшӗнче паллă тăвакан Пӗтӗм тӗнчери потребительсен правине хӳтӗлемелли куна халалланă. 2026 çулта унăн девизӗ – «SafeProducts, Confident Consumers» («Безопасные товары, уверенные потребители»).

Ведомство специалисчӗсем республикăра пурăнакансен ыйтăвӗсем çинре мартăн  9-мӗшӗнчен пуçласа 20-мӗшӗччен хуравлӗç.

Ыйтусем пулсан  çак номерсемпе шăнкăравламалла:

8 (986) 901-03-17 – Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗ;

8 (843) 221-90-16 – Тутарстан Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрӗ.


роспотребнадзор потребитель защита прав

Нет комментариев