Мартăн 11 – 15-мӗшӗсенче Хусанта православи кӗнекин фестивалӗ пулать
Фестивале мартăн 11-мӗшӗнче Хусанти Большая Красная урамӗнчи «Пилигрим» паломниксен центрӗнче Иисус Христосăн çӗр çинчи пурнăçӗпе вăл Турра çаврăннине курнă çынсем çинчен «Святое семейство» документлă фильмпа уçаççӗ.
Мартăн 12-мӗшӗнче Хусан епархийӗн музейӗнче «Слово и Небо» курав уçăлать. Экспозицире фонд музейӗнчи XV–XIX ӗмӗрсенчи фолиантсемпе пӗрлех Хусанăн хальхи художникӗсен ӗçӗсем те пулаççӗ. Çав кунах истори наукисен кандидачӗ, Хусанти федераллă университетăн тата Хусанти духовнăй семинарийӗн доценчӗ Антоний Ермошин иерей «Новая летопись Петропавловского собора» темăпа лекци вулать.
Фестивалӗн программинче çаплах: «Пилигрим» паломниксен центрӗнче Артемий Владимиров протоиерейпе тӗлпулусем, литература мероприятийӗсем, документлă фильмсем.
Фестиваль мартăн 15-мӗшӗнче А. С. Пушкин ячӗллӗ культура центрӗнче «Родные люди» музыкăллă спектальпе вӗçленет. Постановкăна «Казанские кумушки» тата «Голубица» ансамбльсене çӳрекенсем лартаççӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев