МАХра 2,5 пин телемедицина консультацийӗ ирттернӗ
Тутарстанра МАХ мессенджерта больничнăй хута дистанициллӗ майпа хупас тӗллевпе 2,5 пин телемедицина консультацийӗ иртнӗ. Кун пирки ТР Министрсен Кабинентӗнче пулнă брифингра республикăн сывлăх сыхлавӗн министрӗн çумӗ Андрей Ефремов пӗлтернӗ.
«Шухăшласа пăхăр-ха: чирлерӗр, килтех, больницăна каймасăр сывалтăр. Унччен больничнăй листине хупма поликлиникăна çитмелле пулнă пулсан, халӗ ун пек мар. Эпир йăлтах улăштартăмăр», – ăнлантарнă Андрей Ефремов.
Вăл каланă тăрăх, йышăнăва MAХ урлă çыракансен шучӗ 15 602 çитнӗ. Иртнӗ уйăхра сервис пулăшнипе 26 больничнăй хупнă, ку уйăхра – 590-ă.
Эксперимент декабрь уйăхӗнче хулан 7-мӗш клиника больницин никӗсӗнче пуçланнă пулсан, халӗ республикăри аслисен поликлиникисенче кун пек май пур.
Кунсăр пуçне Тутарстан Раççейри регионсенчен чи малтан патшалăх медицина учрежденийӗсенче килӗшӳсене электронлă майпа алă пусма тытăннă. Пилотлă проекта 40 медицина организацие хутшăнать, 75 килӗшӳ алă пуснă та ӗнтӗ.
Сывлăх сыхлав сферинче цифра сервисӗсене аталантарасси «Экономика данных и цифровая трансформация государства» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев