News by date 10 November 2025
-
Çул-йӗр çинчи инкеке ачасем нумай чухне хăйсен тимсӗрлӗхне пула лекеççӗ
Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстан территорийӗнче ачасем хутшăннипе пулнă 112 инкекрен кашни виççӗмӗшӗн сăлтавӗ – ачасем хăйсем, вӗсен асăрханусăрлăхӗ. Кун çинчен ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗн управленийӗн ертӳçин çумӗ Дамир Бикмухаметов çак кунсенче Республикăн çул çитменнисен ӗçӗсемпе вӗсен правине хӳтӗлессипе ӗçлекен комиссийӗн ларăвӗнче пӗлтернӗ.
-
Раççейӗн çӗнӗ регионӗсен парламентарийӗсем Тутарстанăн чи лайăх практикисемпе паллашма килнӗ
Ноябрӗн 10-мӗшӗнче ТР Патшалӑх Канашӗнче Донецк тата Луганск Халӑх республикисен, Запорожье тата Херсон облаçӗсен тата Крым Республикин служащийӗсем валли «Представительная власть в субъекте Российской Федерации: опыт Татарстана» вӗренӳ программи уçӑлнӑ.
-
Кӳршӗсем улаха пуçтарăннă
Пушкăртстанри Пелебей районӗнчи Кивӗ Сименке ялӗнчи чăвашсем улаха пухăннă. Ламран-лама куçакан йăла-йӗркене сыхласа хăварас тӗллевпе мероприятие вырăнти культура çурчӗн ӗçченӗсемпе «Çăлкуç» фольклор ушкăнӗн пайташӗсем йӗркеленӗ. Кун пирки «Урал сасси» хаçат пӗлтерет.
-
Галина Кӗмӗл: «Милиципе поэзи хушшинче çыхăну тупрăм-тупрăмах!»
Паян Раççейре Шалти ӗçсен органӗсен ӗçченӗн кунне паллă тăваççӗ. Полицире тăрăшакансен паян профессиллӗ уяв. Йӗрке хуралӗнче вăй хуракансен ӗçӗ пӗрре те çăмăл мар. Тепӗр чух вӗсен канмалли кун та çук. Регион, çӗршыв шайӗнче иртекен мероприятисем те вӗсем тӗплӗ сыхланипе иртеççӗ. Ку саманара пушшех те кашни минутра сыхă пулмалла.
-
Мускавра «Кӗр сăри» уяв иртнӗ
Иртнӗ эрнекун Мускаври национальноçсен çуртӗнче чăвашсен «Кӗр сăри» наци уявӗ пулнă. Кун пирки Чăваш Республикин Раççей Федерацийӗн Президенчӗ çумӗнчи Полномочиллӗ представительствин пресс-служби пӗлтерет.
-
Хӗллехи «Курше» фестивале хутшăнма васка!
Паян, ноябрӗн 10-мӗшӗнче, ТР Обществăлла палатăра «Курше» фестивале хутшăнас текенсемпе консультаци иртет. Экспертсем заявкăна мӗнле çырмаллине вӗрентӗç, йăнăшсем тăвасран асăрхаттарӗç. Обществăлла палатăна килейменнисем консультацие «Куршен» ВКонтактери сообществинче онлайн майпа хутшăнма пултараççӗ.
-
Эрнелӗх гороскоп
ТАКА 21.III – 20.IV Çак эрнере тăвакан кашни ӗçе тӗплӗн шутласа пуçăнмалла. Килти кулленхи ӗçсене тăвассине çемьепе сӳтсе явни хутшăнусене çирӗплетет. Финанс ыйтăвӗсене çийӗнчех татса памалла. Пуçлăх йăнăшсан та унпа ан тавлашăр.
-
Чие йывăççи çинчен çулçă ӳксе пӗтмесӗр хӗл лармасть
Чӳк уйăхӗн 10-мӗшӗ – Параскева, Макоша. Чие йывăççи çинчен çулçă ӳксе пӗтмесӗр хӗл лармасть. Çак кун хытă кулма юрамасть тет.