Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Раççейӗн çӗнӗ регионӗсен парламентарийӗсем Тутарстанăн чи лайăх практикисемпе паллашма килнӗ

Ноябрӗн 10-мӗшӗнче ТР Патшалӑх Канашӗнче Донецк тата Луганск Халӑх республикисен, Запорожье тата Херсон облаçӗсен тата Крым Республикин служащийӗсем валли «Представительная власть в субъекте Российской Федерации: опыт Татарстана» вӗренӳ программи уçӑлнӑ.

Паян ТР Патшалӑх Канашӗнче Донецк тата Луганск Халӑх  республикисен, Запорожье тата Херсон облаçӗсен тата Крым Республикин служащийӗсем валли «Представительная власть в субъекте Российской Федерации: опыт Татарстана» вӗренӳ программи уçӑлнӑ. Çӗнӗ регионсен парламентарийӗсем Тутарстана республикӑн территорисене аталантарассипе чи лайӑх практикисемпе паллашма килнӗ. Вӗрентӳ программипе килӗшӳллӗн парламентăн профильлӗ комитечӗсен депутачӗсемпе çавра сӗтелсем, тӗлпулусем иртӗç. Килнӗ хăнасене ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн çумӗ Юрий Камалтынов тата ТР Раисӗн Администраци ертӳçи Асгат Сафаров кӗтсе илчӗç.

  «Тутарстанӑн уйрӑмлӑхӗ акӑ мӗнре: власть представителӗ хуть хăш тытăмра ӗçлесен те эпир республика Раисӗн пӗр пысӑк команди пек ӗçлетпӗр, – терӗ Юрий Камалтынов. – Эпир власть органӗсене министрсемпе депутатсем çине пайламастпӑр, мӗншӗн тесен пӗр тытăм йӗркелесе республика умне лартнӑ тӗллевсене  пӗрле пурнăçлатпăр.  Тутарстан Конституцийӗпе палӑртнӑ тӗллеве кашни тивӗçлӗ пурнӑçлать».

Сăмах май вăл ноябрӗн 6-мӗшӗнче, Тутарстан Республикин  Конституцине йышӑннӑранпа 33 çул çитнине те асăнса хăварчӗ.  «Эпир ӑна çӑмӑл мар лару-тӑрура йышӑнтӑмӑр, хӗрӳ тавлашусем пычӗç. Республикӑра пурӑнакансен кашнин интересӗсене шута илсе хатӗрленӗ документ пулчӗ вăл», – палӑртрӗ Юрий Камалтынов.

Юрий Камалтынов кӗскен суйлав кампанийӗсен вăхăтӗнче иртнӗ граждансен пухăвӗсенче пуçтарнă сӗнӳсемпе çырусене татса парассипе ӗçпе те паллаштарчӗ.  «Эпир çынсенчен килнӗ хушусене влаçăн хăш шайӗнче татса памаллине çийӗнчех палăртатпăр – федераци, республика е муниципалитет шайӗнче. Вырӑнти  ыйтусене паллă ӗнтӗ муниципаллă шайра пăхса тухма, федераци шайӗнчисене Патшалӑх Думине Тутарстанран суйланнă депутатсене пурнăçлама сӗнетпӗр. Республика повесткипе килӗшӳллисене хамӑр шайра туса  пыратпӑр. Паллах, мӗнпур ыйтăва республика ертӳçисем те пăхса тухаççӗ. Пирӗн тӗп тӗллев – республикӑн социаллӑ экономика аталанăвне закон шайӗнче тӗрев парасси,  халӑх лартнă тӗллевсене мӗнпур шайри власть представителӗсемпе пӗрле татса парасси.  Çавӑнпа çыхăннă пулӗ республика влаçӗн эффективлăхӗ», – çирӗплетрӗ Юрий Камалтынов.

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ятӗнчен салам калаканни  ТР Раисӗн Администраци ертӳçи Асгат Сафаров пулчӗ. «Паян пирӗн регионсен ӗçлӗ хутшăнăвӗсен пӗлтерӗшлӗ тапхӑрӗ пуçланать. Тӗп тӗллев – патшалӑх тата муниципаллă управленийӗн ăнăçлă опычӗпе, Тутарстанăн чи лайӑх практикисемпе паллаштарасси, – палӑртрӗ Асгат Сафаров. – Темиçе çул каялла сирӗн регионсенче пурӑнакансем Раççей йышне кӗме шăпаллă йышăну турӗç. Çапла майпа пӗрлӗхи  пуласлӑха тума, Донбаса ура çине тăратма йышăнчӗç. Новороссие пӗтӗм çӗршыв, çав шутра Тутарстан та, хапăллласа йышӑнчӗ. Пӗлетӗр ӗнтӗ Лисичанскпа Рубежное хулисене эпир шефа илтӗмӗр. Паянхи кун  пурӑнмалли çуртсене, социаллӑ объектсене юсаса ӗçе кӗртсе пулăшма тăрăшатпăр. Çак пархатарлӑ ӗçе волонтерсемпе ахаль граждансем те пысăк тӳпе кӗртнине палӑртса хӑвармалла. Тутарстан малалла та çӗнӗ территорисене пулӑшса пырӗ, унта пурăнакансене хӑтлӑ пурнӑç условийӗсемпе тивӗçтерес ӗçе малалла илсе пырӗ», – терӗ ТР Раисӗн Администраци ертӳçи.

Асгат Сафаров тутарстансем ятарлӑ çар операцине хутшăннине те  палăртса хăварчӗ. «Пирӗн атьсем Тӑван çӗршыв интересӗсене паттӑррӑн хӳтӗлеççӗ. Вӗсем «Алга», «Тимер», «Батыр» тата ытти батальонсен йышӗнче çапӑçу тӗллевӗсене пурнӑçлаççӗ. Эпир хамӑр атьсен паттӑрлӑхӗпе мӑнаçланатпӑр, вӗсем киле çӗнтерӳпе  таврӑнасса шанатпӑр», – терӗ Асгат Сафаров.

Юлашкинчен вăл çӗнӗ регионсенчен килнӗ хăнасене тухӑçлӑ  ӗçлеме  сунчӗ. «ХФУн Патшалӑх тата муниципаллă управленийӗн аслӑ шкулӗ сире валли ӑнӑçлӑ практикӑсемпе паллашма тата вӗсемпе усӑ курма май паракан ятарлӑ вӗрентӳ программи хатӗрленӗ. Вăл сире власть   органӗсен ӗçӗпе, управленийӗн пӗлтерӗшлӗ енӗсемпе, цифра йышӑнӑвӗсемпе, право, социаллӑ экономика, çӗрпе пурлӑх сферисенчи ӗçсемпе, халӑхсен культура еткерлӗхне тата йӑли-йӗркисене упраса хӑварассипе паллашма май парӗ», – терӗ Асгат Сафаров.

Калас пулать, вӗренӳ тăватă куна пырать. Çак хушăра çӗнӗ регионсен парламентарийӗсем ТР Патшалăх Канашӗн парламентаризма аталантарассинчи, депутатсен право тата йӗркелӳ никӗсӗсемпе ӗçлессинчи опычӗпе, муниципаллӑ йӗркеленӳсен представительлӗ органӗсен ӗç практикипе паллашӗç. Вӗренӳ Хусанти федераллӑ университетӑн Патшалӑх тата муниципаллă управленийӗн Аслӑ шкулӗ йӗркеленӗ программăпа иртет.

Паян «Организационные и правовые основы деятельности законодательного органа власти субъекта Российской Федерации на примере Государственного Совета Татарстана» темăпа пӗрремӗш дискусси иртрӗ те ӗнтӗ. Спикерсен шутӗнче Патшалӑх Канашӗн секретарӗ Лилия Маврина тата Парламент аппарачӗн Право управленийӗн пуçлӑхӗ Марат Сунгатуллин пулчӗç. Вӗсем Патшалӑх Канашӗн, профильлӗ комитетсемпе комиссисен, фракцисемпе депутат ушкӑнӗсен ӗçӗсем çинчен каласа пачӗç. Лилия Маврина  парламент полномочийӗсем, закон кӑларас процеса йӗркелесси, суйлавçӑсемпе ӗçлесси çинче уйрăммăн чарăнчӗ. Çав шутра гуманитари тиевӗсене ăсатаччи çинче те. «Эпир куллен гуманитари тиевӗсене йӗркелессипе ӗçлетпӗр – çынсем хӑйсем, ятарлă çар операцине хутшăннисемпе волонтерсем тата ТР вице-премьерӗ, Лисичанскпа Рубежный хулисене юсас енӗпе ӗçлекен куратор Ринат Садыков ыйтнипе. Вӑл пирӗн мӗнпур фурӑсене йышӑнать, унтан вӗсене палӑртнӑ вырӑнсене çитерет, – палӑртрӗ Лилия Маврина. – Тиевсене куллен Хусантан та, муниципаллӑ районсенчен те ӑсатаççӗ.  Ӑна йӗркелес ӗçе Патшалӑх Канашӗ çумӗнчи Çамрӑксен парламенчӗ те активлă хутшăнать».

Вӗренӗвӗн пӗрремӗш кунӗ парламент центрӗ тӑрӑх та экскурсипе вӗçленчӗ. Хăнасем ларусен залӗсене, официаллӑ делегацисене йышӑнмалли залра, Тутарстан парламентаризмӗн историйӗн музейӗнче, библиотекăра тата пресс-центрта пулса курчӗç.

ăнӳкерчӗксем https://tatarstan.ru 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Государственный Совет