Мускавра «Кӗр сăри» уяв иртнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Мускавра «Кӗр сăри» уяв иртнӗ

Иртнӗ эрнекун Мускаври национальноçсен çуртӗнче чăвашсен «Кӗр сăри» наци уявӗ пулнă. Кун пирки Чăваш Республикин Раççей Федерацийӗн Президенчӗ çумӗнчи Полномочиллӗ представительствин пресс-служби пӗлтерет.

Уяв программине Чăваш Енрен «Атай», Мускаври «Ентеш», «Шевле» фольклор коллективӗсем хутшăннă. Хăнасем уяв йăли-йӗркипе паллашнă кăна мар, ăна ирттерме те  артистсемпе пӗрле хастар хутшăннă.

Уяв наци культурин хăйне евӗрлӗхне, халăх йăли-йӗркисен пуянлăхне уççăн кăтартса панă.

Чăваш Республикин РФ Президенчӗ çумӗнчи Полномочиллӗ представительствин пресс-служби сăнӳкерчӗкӗсем.


чуваши России чувашские праздники

Нет комментариев