Кӳршӗсем улаха пуçтарăннă
Пушкăртстанри Пелебей районӗнчи Кивӗ Сименке ялӗнчи чăвашсем улаха пухăннă. Ламран-лама куçакан йăла-йӗркене сыхласа хăварас тӗллевпе мероприятие вырăнти культура çурчӗн ӗçченӗсемпе «Çăлкуç» фольклор ушкăнӗн пайташӗсем йӗркеленӗ. Кун пирки «Урал сасси» хаçат пӗлтерет.
«Улах» – чăваш халăхӗн авалхи йăли. Кӗрхи тата хӗллехи вăрăм каçсенче çамрăксем ялти пӗр киле пухăннă. Кил хуçи кучченеçсем хатӗрленӗ. Лармара хӗрсем ытларах ал ӗçӗ тунă. Вӗсем çип арланă, чăлха-нуски çыхнă, тӗрӗ тӗрленӗ. Каччăсем вара çăпата тунă, вӗрен-кантра явнă, хăмăт-пăяв ăсталанă. Ӗçленӗ май çамрăксем шӳтленӗ, кулнă, ташланă, юрланă…
Улаха хутшăнакансем ал ӗçӗ тунă, авалхи вăйă тата хăна юррисене шăрантарнă, вылянă, ташланă, такмаксем каланă. Мероприяти пурте пӗрле сӗтел хушшине ларса чей ӗçнипе вӗçленнӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх, кашни хăйпе пӗрле килӗнче пӗçернӗ апат-çимӗçпе сăйланă.
«Урал сасси» хаçатăн сайтӗнчен илнӗ сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев