Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп

ТАКА 21.III – 20.IV Çак эрнере тăвакан кашни ӗçе тӗплӗн шутласа пуçăнмалла. Килти кулленхи ӗçсене тăвассине çемьепе сӳтсе явни хутшăнусене çирӗплетет. Финанс ыйтăвӗсене çийӗнчех татса памалла. Пуçлăх йăнăшсан та унпа ан тавлашăр.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Ку эрне  пуçару кăтартма лайăх вăхăт, шутланине пурнăçа кӗртме хăват пур, вăштăр-ваштăр васкама кирлӗ мар. Ӗçре йăлт аван, анчах документсемпе (уйрăмах финанссемпе çыхăннисемпе) тимлӗ пулăр, йăнăшасран асăрханăр, çынсемпе çемçенрех калаçăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI 

Çак кунсенче сирӗн интуици те вăйланать, пултарулăхăр та çӗнӗ шая çӗкленет. Çемйӗрте савăнăçăра кăтартма ан именӗр – тутлă апат çинӗ чух, сăлтавсăрах парне парсан...  Ку эрнере хавхаланса ӗçлесен çитӗнӳ пулатех. Чун выртман проектсене укçа хывассинчен асăрханăр.  

РАК 22.VI – 22.VII 

Тунтикунран ыйтусене хăнăхнă майпа мар, çӗнӗлле татса пама пуçлатăр. Харкам пурнăçра вăл питӗ вырăнлă пулӗ. Ӗçре инновацисемпе çыхăннă сӗнӳсене йышăнма тӳр килӗ, пултараймăп тесе ан хирӗçлӗр. Çӗнӗ гаджетсем туянса укçа-тенке ан тустарăр. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Харкам хутшăнусенче нумая пыракан проектсене сӳтсе явмалла. Хăвăр явап­лă пулнипе ӗçре авторитетăр ӳсет. Ыттисен тивӗçӗсене пурнăçлассинчен тытăнса тăрăр. Чылайранпа кӗтекен тӳлевсем бюрократие пула халӗ те сирӗн пата çитмеççӗ.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Çӗнӗ эрне çӗнӗ сӗнӳсем кӳрет, вӗсене пула хăвăра ирӗклӗрех туятăр.  Пӗчченнисен çулçӳревре тус тупма шанăç пур. Командировкăна кайма, ют çӗршыв специалисчӗсемпе ӗçлӗ тӗлпулу ирттерме тӳр килӗ. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç. Вӗренӳшӗн тӳлеме, çула тухма укçа тăкакланать. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Хутшăнусен хӗрӳлӗхӗ чакнăн, юратнă çыннăр сивӗннӗн туйăнӗ, анчах çапла пӗтӗмлетӳ тума ан васкăр, тен, ăна мӗн-тӗр шиклентерет. Ӗçтешӗрсем уççăн хирӗçлемесен те, проектăра хăвăра курайманнипех пăрахăçлаççӗ. Анчах çăлтăрсем вӗсемпе вăрçăнма хушмаççӗ. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Харкам пурнăçри лару-тăру компромисс шырама хистет. Пурне те юрама тăрăшмалла мар, шухăшăра уççăн калама сирӗн те ирӗк пур. Ӗçре калаçусем ирттернӗ чух сирӗн дипломат пултарулăхӗ çитӗнӳ тума май парать. Иккӗленӳллӗ проектсен инвесторӗ пуласран асăрханăр. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Çемйӗрте хуçалăх ыйтăвӗсене татса пама пурне те хутшăнтармалла, бюджета та пурте пӗрле планламалла. Яваплăха пӗтӗмпех хăвăр çине илни тӗрӗс мар. Ӗçӗрте документсене ытларах тимлӗр, йăнăшсемшӗн сăмах илтмелле пулӗ. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Эсир ыттисене хавхалантарма пултарни çак кунсенче палăрӗ. Юратнă çыннăра ытларах тимлӗх уйăрмалла, кӗтет вăл çакна. Ӗçре çӗнӗ проект сӗнӗç е халăх умне тухса калаçма хушӗç. Ан хăрăр, эсир ăна та, кăна та пултаратăр. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Çак кунсенче юратнă çыннăра сирӗн пулăшăвăр кирлӗ пулӗ, анчах ку унăн ыйтăвӗсене татса парассине хăвăр çине илмеллине пӗлтермест. Ӗçре сирӗнтен темӗн пытараççӗ, проектсене хута ярайманнин сăлтавӗсене ӗçтешсем пӗлтермеççӗ. Документсемпе тимлӗ пулăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Ыйтусене татса панă чух çынсемпе хутшăнни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Электронлă почта, мессенджерсем, сăмах вӗççӗн каланисем – ӗçре ытла нумай хыпар илнипе пӗр тапхăр пуç çаврăнса кайнăн туйăнӗ. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç, анчах тимсӗрлӗхӗре пула пӗчӗк йăнăшсем пулаççех.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп