Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çул-йӗр çинчи инкеке ачасем нумай чухне хăйсен тимсӗрлӗхне пула лекеççӗ

Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстан территорийӗнче ачасем хутшăннипе пулнă 112 инкекрен кашни виççӗмӗшӗн сăлтавӗ – ачасем хăйсем, вӗсен асăрханусăрлăхӗ. Кун çинчен ТР ШӖМӗн Патшалăх автоинспекцийӗн управленийӗн ертӳçин çумӗ Дамир Бикмухаметов çак кунсенче Республикăн çул çитменнисен ӗçӗсемпе вӗсен правине хӳтӗлессипе ӗçлекен комиссийӗн ларăвӗнче пӗлтернӗ.

Статистика савăнмаллиех мар: кăçал çулсем çинче 2 ачан ӗмӗрӗ вăхăтсăр татăлнă пирӗн,111-шӗ аманнă. Патшалăх автоинспекцине республикăра транспорт хатӗрӗсене çӳретекен ачасем аварие лекнӗ тӗслӗхсем нумайланни те сисчӗвлентерет. Çавăнпа Дамир Бикмухаметов транспорт хатӗрӗсен уççисене ачасен алли айне хумалла марри пирки ашшӗ-амăшӗсене асăрхаттарма ыйтрӗ.

Енчен те çул çитмен ача право йӗркине пăсать-тӗк, кун çинчен хыпара Çул çитменнисен ӗçӗсемпе вӗсен правине хӳтӗлессипе ӗçлекен комиссие çитереççӗ. Кун пек ачана вăхăтра профилактика учетне илни ăна тӳрӗ çултан пăрăнма памасть, ашшӗ-амăшӗн яваплăхне те ӳстерет. Çулсем çинче хăйне мӗнле тытмалли пирки те акă ачана чăн малтан ашшӗ-амăшӗн ăнлантармалла.

Ашшӗ-амăшӗ тенӗрен, вӗсем, шел те, тӗрлӗрен. Ачисем çӗрле ăçта çӳренине пӗлес теменнисем те пур. Аса илтеретпӗр, Тутарстан Республикин территорийӗнче 2010 çултанпа 71№ закон вăйра. Унпа килӗшӳллӗн, 18 çула çитмен ачасем çулла – 22.00, хӗлле 23.00 сехетрен обществăлла вырăнта аслисемсӗр çӳреме юрамасть. Шел, «комендант вăхăтне» пăхăнман ачасем тупăнаççех. Асăрхаттаратпăр, кун пеккисен енӗпе преступлени тума е усал шухăшлисем хăйсене преступлени тума явăçтарас хăрушлăх яланах пысăк. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество