Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чие йывăççи çинчен çулçă ӳксе пӗтмесӗр хӗл лармасть

Чӳк уйăхӗн 10-мӗшӗ – Параскева, Макоша. Чие йывăççи çинчен çулçă ӳксе пӗтмесӗр хӗл лармасть. Çак кун хытă кулма юрамасть тет.

• Чӳк уйăхӗн 11-мӗшӗ – Аврамий тата Анастасия. Çӗрле йывăçсене пас тытнă-тăк – кăнтăрла юрсăр пулать. Атмосфера пусăмӗ майӗпен чакни – çиллӗ тата çумăрлă çанталăка. Çак куна çемьепе ирттерсен вăл çирӗп те туслă пулать. 

• Чӳк уйăхӗн 12-мӗшӗ – Зиновий тата Зиновия. Кашкăрсем кӗтӗвӗпе хир тăрăх çӳрени лайăха мар – выçлăха, чире е вăрçă пуласса. Кăсăясем ирхине шавлаççӗ – каçпа сивӗтет. 

• Чӳк уйăхӗн 13-мӗшӗ – Никодим. Çак кун çанталăк хӗвеллӗ-тӗк – кӗçех çил вăйланасса. Чăхсене хӗл каçма ăшă витене куçарма вăхăт çитнӗ. Чăх çăмарта тусанах кăтиклемест-тӗк – çанталăк пăсăласса. 

• Чӳк уйăхӗн 14-мӗшӗ – Демьян тата Кузьма. Çак кун юрлă – çуркунне шыв вăйлă сарăлать. Йывăç çинчи çулçăсем ӳксе пӗтмен-тӗк – çитес çул сивӗ пулать. 

• Чӳк уйăхӗн 15-мӗшӗ – Акиндин тата Пигасий. Каçхи тӳпе тӗтреленчӗ-тӗк – çил вăйланасса. Кедр мăйăрӗ сахал – хӗл вăйсăр пулать. Чăхсем кашта çине ларма васкаççӗ, хурсем пуçне çунатти айне пытараççӗ – сивӗтессе. 

• Чӳк уйăхӗн 16-мӗшӗ – Анна. Каçпа йывăçсене пас тытсан – çанталăк лайăхланасса. Пӗлӗтсем пит аялтан шăваççӗ – сивӗтессе. Çак кун тӗлне çыр­масенче пăр шăнсан – çитес çул тырпул ăнса пулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы