News by date 14 February 2025
-
Кăштах кулăш
Призывник çар комиссариатӗнче: – Тинӗс çар флотне лекес килет. – Ишме пӗлетӗр-и? – Мӗн вара, карапсем çук-им?
-
МФЦсене куллен 15 пин çын килет
Çак вăхăтра Тутарстанра граждансене 46 миллион услугăпа тивӗçтернӗ. Республика территорийӗнче хальхи вăхăтра пурӗ 60 (вӗсенчен 11-шӗ Хусанта) офис. МФЦсене куллен 15 пин çын тата справка службине 2000 шăнкăрав килет. Нумай функциллӗ центрăн 10 çулхи ӗçӗпе тата çӗнӗлӗхӗсемпе февралӗн 11-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра МФЦ Патшалăх бюджет учрежденийӗн директорӗ Ленара Музафарова паллаштарчӗ.
-
Республикăра упасен шучӗ 3 хут ӳснӗ
Республикăра 2024 çулта упасен шучӗ 97 çитнӗ. ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ертӳçин Федор Батковăн сăмахӗсемпе, 70 проценчӗ республика территорийӗнчех, тӗпрен илсен, Агрыз, Мамадыш, Рыбно-Слободски тата Ешӗлвар районӗсенче, хӗл каçать. Пӗлтӗр кӗркунне Пăвапа Теччӗ районӗсенчи вăрманта та курнă.
-
Аксу районӗнче СВО паттăрӗсене асăнса турнир иртнӗ
СВОра паттăрла пуç хунă Çӗнӗ Аксу ял хутлăхӗнчи (Аксу районӗ) Юрий Викторович Харитонова, Иван Юрьевич Харитонова, Вячеслав Викторович Харитонова, Александр Викторович Кузьмина, Алексей Андреевич Пикушева, Леонид Алексеевич Мадюкова тата Денис Андреевич Мадюкова асăнса февралӗн 9-мӗшӗнче Кӳшӳ ялӗнче хоккей турнирӗ иртрӗ.
-
Республика аталанăвӗнче строительсен тӳпи пысăк
Хусанти строительство колледжӗнче Çурт-йӗр политикипе инфраструктура аталанăвӗн комитечӗн тата ун çумӗнчи экспертсен канашӗн ларăвӗнче строительство отраслӗ валли кадрсем хатӗрлессине, ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗн программине пурнăçлассине тата Тутарстанри çулсем çинчи ӗçсен программине пăхса тухнă.
-
Тутарстанра ветерансене 50 пин тенкӗ тӳлӗç
Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗтернӗренпе 80 çул çитнӗ тӗле республикăра ветерансене 50 пин тенкӗ тӳлеме палăртнă. Хальхи вăхăтра Указăн проекчӗ антикоррупци экспертизине иртнине ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет.