Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республика аталанăвӗнче строительсен тӳпи пысăк

Хусанти строительство колледжӗнче Çурт-йӗр политикипе инфраструктура аталанăвӗн комитечӗн тата ун çумӗнчи экспертсен канашӗн ларăвӗнче строительство отраслӗ валли кадрсем хатӗрлессине, ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗн программине пурнăçлассине тата Тутарстанри çулсем çинчи ӗçсен программине пăхса тухнă.

Комитет ертӳçи Андрей Егоров ларăва уçнă чух республикăн социаллă экономика аталанăвӗ строительство отраслӗнчен нумай килнине палăртнă. Унта вара специалистсем çитменни курăнать. Çавăнпа ларура отрасль валли кадрсем хатӗрлесси çинчен, квалификацине ӳстересси пирки нумай калаçнă. Паллах, пулас строительсене хатӗрлекен вӗренӳ заведенийӗсем çине ытларах тимлӗх уйăрмаллине палăртнă. Хусанти строительство колледжӗ хăйӗн тивӗçне лайăх пурнăçлакан вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗри пулнине асăрханă. 

Апла пулин те кадрсене хатӗрлес программăна çӗнетмелли куçкӗрет – самана улшăннă май строительство материалӗсем, оборудованийӗ, пурнăç ыйтни те улшăннă. Строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев çӗнелсе пыракан системăпа паллаштарнă, улшăнусем çинчен тӗплӗнрех каласа панă.  Министерство шутласа палăртнă тăрăх, 2025 – 2031 çулсенче строительство отраслӗнче тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхра 73 пысăк тата вăтам предприяти ӗçлӗ. Çак тапхăрта строительство отраслӗ валли 18242 специалист хатӗрлемелле. Организацисемпе предприятисенче 10,3 пин квалификациллӗ рабочи çитмест, 5,1 пин вăтам звенора ӗçлекен тата 3 пин аслă пӗлӳ илнӗ специалист кирлӗ – инженер сооруженийӗсемпе усă куракансем, столяр-платник, ăшă паракан оборудование вырнаçтаракансем тата ыттисем кирлӗ. 

Профильлӗ ведомствăсемпе министерствăсен, ӗç паракансен, вӗрентекенсен пӗрле сӳтсе явмалли ыйтусенчен пӗри строитель профессийӗн статусне çӗклесси пулмалли çинчен каланă министр çумӗ. Строительство компанийӗсен – пысăккисен те, пӗчӗккисен те – вӗренӳ процесне хастартарах хутшăнмаллине астутарнă. 

Халиччен пит калаçман темăна та хускатнă ларура. Вӗренӳ заведенийӗсем кадрсем хатӗрлеççӗ, строительство организацийӗсене специалистсем кирлӗ, анчах тин çеç диплом илнӗ çамрăк специалистсем ӗçе вырнаçаймаççӗ. Сăлтавӗ мӗнре? Çамрăксем 18 çул тултарманнинче иккен. Колледжсенчен вӗренсе тухакансем 17 çулта. Ӗç кодексӗпе 18 çултан çеç ӗçлеме  юрать. Çапла вара çамрăк строитель çулталăк хăйне ниçта хума пӗлмест. 18 тултарсан ăна çара илсе каяççӗ, ӗçлесе те кураймасть.   Комитет ку ыйтăва тимлеме пулнă. Ытти ӗçлӗ ыйтусене те пăхса тухнă депутатсем.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» РТ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество строительство кадры