МФЦсене куллен 15 пин çын килет
Çак вăхăтра Тутарстанра граждансене 46 миллион услугăпа тивӗçтернӗ. Республика территорийӗнче хальхи вăхăтра пурӗ 60 (вӗсенчен 11-шӗ Хусанта) офис. МФЦсене куллен 15 пин çын тата справка службине 2000 шăнкăрав килет. Нумай функциллӗ центрăн 10 çулхи ӗçӗпе тата çӗнӗлӗхӗсемпе февралӗн 11-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра МФЦ Патшалăх бюджет учрежденийӗн директорӗ Ленара Музафарова паллаштарчӗ.
2015 çулта Росреестр управленийӗпе Федераллă Кадастр палатин никӗсӗнче йӗркеленнӗ «пӗр чӳрече» принциппа ӗçлекен Нумай функциллӗ центрсем граждансемшӗн çав тери меллӗ проект, вăхăта, укçа-тенке самай перекетлет. Хальхи вăхăтра кунта 298 тӗрлӗ услугăпа тивӗçтереççӗ. 10 çул каяллахи пекех халӗ те чи анлă сарăлни вăл – куçман пурлăха регистрацилесси тата куçман пурлăх Реестрӗнчи сведенисене илесси. Çуллен çак енӗпе халăхран 2 миллион обращени килет. Ун хыççăн налог, ШӖМ тивӗçтерӗвӗсем пыраççӗ.
Çӗнӗлӗхсем
«Куçман пурлăхăн патшалăх регистрацийӗ çинчен» закона кăçал январӗн 1-мӗшӗнчен улшăнусем кӗнине уйрăммăн палăртрӗ спикер. Куçман пурлăха (ипотекăпа илекен е укçалла туянакан хваттере) халӗ пӗр кунрах регистрацилеме май парать вăл. Чăн та, хăвăртлăхшăн тӳлеме тивет, икӗ пошлина (4000+4000 тенкӗ) чухлӗ. Ку услугăпа паянхи кун тӗлне республикăра 47 çын усă курнă та ӗнтӗ.
Çӗнӗлӗхсем парнелекен куçман пурлăхпа çыхăннă услугăсене те пырса тивеççӗ. Парнеленӗ хваттере е çурта халӗ МФЦ мар, нотариус урлă кăна регистрацилеççӗ. Урăхла каласан, МФЦсен январӗн 13-мӗшӗнчен кун пек полномочи çук. Нотариус процедурăна вӗçлесе хăйӗн системи урлă регистрацие ярать.
Тепӗр лайăх улшăну та пур, муниципаллă тивӗçтерӳсемпе çыхăннă вăл. Тутарстан Раççейре чи малтан муниципалитетсемпе документ çаврăнăшне электронлă майпа йӗркеленӗ. Унччен хут документсене курьер района çитерсе каялла илсе килнӗ пулсан, халӗ çакна интернет урлă тăваççӗ. Калăпăр, Хусанта пурăнакан çын республикăн аякри районӗнче çурт лартасшăн. Унăн документсене малтан районта кăна тумалла пулнă-тăк, халӗ ниçта каймасăрах строительство валли кирлӗ мӗнпур документа хăй çывăхӗнчи МФЦăн хуть мӗнле офисӗ урлах тăвать. Ку çӗнӗлӗх Хусан çывăхӗнчи районсенчи пурăнмалли çӗнӗ комплекссенче пурăнакансемшӗн калама çук меллӗ. Халӗ вӗсен район центрне кайса сехечӗ-сехечӗпе черетре лармалла мар.
«Цифра профилӗ» çӗнӗ сервис
Нумай функциллӗ центрсен услугисемпе усă курас тесен гражданинăн офиса хăйӗн килмелле. Ку тӗп услови. Нумай пулмасть «Цифра профилӗ» çӗнӗ сервис ӗçлеме пуçланă. МФЦ специалистне хăвăн документ даннăйӗсене (ИНН, СНИЛС, паспорт) «Патшалăх услугисем» урлă пама май пур халӗ, çитменнине темиçе кун маларах. Кун валли Патшалăх услугин мобильлӗ приложенине телефон çине уçласа QR-кода сканласа харпăр даннăйсене яма ирӗк кăна памалла. Е МФЦ офисӗнчи залра, черет талонӗнче вырнаçтарнă QR-код урлă. Ун чух заявление регистрациленӗ чух специалист çырса вăхăт ирттермест тата йăнăш та ямасть.
Сăмах май, колл-центр е МФЦăн «ВКонтактери» страници урлă маларах приема çырăнма май пур халӗ, документ хатӗррине те хыпарлаççӗ. Кун валли çак социаллă сетьри харпăр страницăпа çыхăннă телефона кăна тӗрӗс кăтартмалла. Хальхи вăхăтра 15 услуга енӗпе уведомлени (паспорт, СНИЛС, ИНН, водитель удостоверенийӗ, судпа айăпланманни çинчен справка тата ытти хатӗрри пирки) яраççӗ. «Мои документы» офисăн телефонӗсӗр пуçне хӗрӳ лини телефонӗ те ӗçлесе кайнă, хăвăра интереслентерекен ыйтупа тӳлевсӗр 122 (7) номерпе шăнкăравласа пӗлме пулать.
Ман ятпа кредит илме чарăр
Шулӗксем граждансем çине кредит парăмӗсем çакнă тӗслӗхсем йышланнипе март уйăхӗнчен кредит илме чарма ыйтасси çинчен закон ӗçлесе каймалла. Çак тӗлӗшпе МФЦсене çырусем халех купипе килеççӗ иккен. Çавăнпа Ленара Музафарова ку ыйтăва уçăмлатмасăр хăвармарӗ. Асăннă закон чăнах та март уйăхӗнче вăя кӗрет. Анчах та чăн малтан вăл Патшалăх услугисен порталӗнче электронлă майпа ӗçлесе каять, çур çултан тин МФЦра. Çавăнпа та кун йышши заявленисене вӗсем сентябрӗн 1-мӗшӗнчен йышăнма тытăнаççӗ. Асăрхаттаратпăр, шăнкăравласа мар, офиса килсе заявлени памалла.
МФЦ телефонпа даннăйсем ыйтмасть
Юлашки вăхăтра шулӗксем граждансене МФЦ ятӗнчен шăнкăравласа приема черете тăратма, архив справкине сӗнме тытăннă, кун валли телефон çине килекен кода кăна каламалла имӗш.
Услугăсене видеоçыхăнупа илме пулать
Кăçал çулталăк вӗçӗнче МФЦăн видеоçыхăнупа ӗçлекен «Госконсьерж» услуги хута каймалла. Шулӗксемшӗн интереслӗ мар услугăсемпе (дача участокне пурăнмалли вырăн статусне куçарасси, çӗнӗ çурта адрес парасси) пулӗ вăл. Видеоприема оператор илсе пырӗ. Чăн малтан, гражданин кам пулнине кадрти сăнӳкерчӗкпе паспортри сăнӳкерчӗке танлаштарса тӗрӗслӗ. Унтан тин заявление тултарса тӗрӗслеме телефон çине ярӗ. Çӗнӗ сервис валли ятарлă приложени хатӗрлеççӗ халӗ.
Нумай пулмасть МФЦ Раççей Социаллă фончӗпе тепӗр килӗшӳ тунă. Ун тăрăх, СВОна хутшăннисем МФЦ урлах Социаллă фонд центрӗнче медицина реабилитацийӗ, санаторипе курорт сиплевӗ иртме пултараççӗ.
МФЦра гражданин СВОна хутшăннине ӗнентерекен справка та илме пултарать. Анчах ăна çаксене кăна параççӗ:
– салтаксене хăйсене,
– тăванлăха ӗнентерекен РФ паспорчӗ пур 14 тултарнă ачисене,
– ашшӗ-амăшне,
– мăшăрне.
Граждансем асра тытмалла:
– Офиса килмен çынна МФЦ хăй нихăçан та шăнкăравламасть.
– Килнисене документсем хатӗррине, йышăну кунӗпе вăхăчӗ улшăннине, заявленири йăнăша тӳрлетме килмелли информацие кăна 8(843)222-06-20 телефонпа шăнкăравласа пӗлтерет.
– МФЦ нихăçан та СМСри кода калама, гражданинăн харпăр даннăйӗсене ыйтмасть.
– Патшалăх услугисен порталӗнчи харпăр кабинета çӗмӗрнипе кӗрейместӗр-тӗк, МФЦна килмелле – кунти специалистсем пулăшаççӗ.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев