Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗнче СВО паттăрӗсене асăнса турнир иртнӗ

СВОра паттăрла пуç хунă Çӗнӗ Аксу ял хутлăхӗнчи (Аксу районӗ) Юрий Викторович Харитонова, Иван Юрьевич Харитонова, Вячеслав Викторович Харитонова, Александр Викторович Кузьмина, Алексей Андреевич Пикушева, Леонид Алексеевич Мадюкова тата Денис Андреевич Мадюкова асăнса февралӗн 9-мӗшӗнче Кӳшӳ ялӗнче хоккей турнирӗ иртрӗ.

Ăмăртăва çынсем тавра ялтан нумай пухăннăччӗ. Малтан пурте вырăнти Çар мухтавӗн мемориалӗ умӗнчи митингра паттăр ентешсене асăнчӗç. 

– Хоккейла выляса, пăшалтан персе ăмăртма, пăхма кăна килмен эпир кунта паян. Чăн малтан хăюллă салтаксем çуратса тивӗçлӗ воспитани панă ашшӗ-амăшне тав тума, пуç хунă паттăрсене асăнма. Пире мирлӗ тӳпе айӗнче ӗçлесе пурăнма, вӗренме май пултăр тесе ентешсем хăйсен пурнăçне пачӗç. Ӗмӗр-ӗмӗр чӗресенче упранӗç вӗсен ячӗсем. Мухтав пирӗн паттăрсене! – терӗ район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Сергей Александров. 

 

– Донбаса гуманитари пулăшăвне кашни леçмессерен фронтри атьсем питӗ савăнаççӗ. Пирӗн тӗреве туйни эпир илсе кайнă грузран та хаклăрах вӗсемшӗн. Пӗрле эпир çӗнтеретпӗрех, – терӗ Çӗнӗ Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ, волонтер Алексей Макаров ăмăртăва килнисене пурне те тав тунă май. Ку турнира ӳлӗмрен çуллен ирттерессине йăлана кӗртессине пӗлтерчӗ.

СВОра Раççей салтакӗсем паттăррăн кӗрешнине Тӗп çар округӗн инспекторӗ Анатолий Молоствов генерал-майор та палăртса хăварчӗ. Патриотизм турнирне килнӗ хăнасем: районти ЧНКЦ председателӗ Роза Чентаева, «Служу Отечеству» обществăлла организацин районти уйрăмӗн ертӳçи Алексей Бобков, Çӗнӗ Аксу ял хутлăхӗн депутачӗ Рузиля Баширова та сăмах каларӗç.

Турнир программи чăнах та анлăччӗ. Кунтах таврапӗлӳ музейӗ волонтерсем СВО зонинчен илсе килнӗ экспонатсенчен курав йӗркеленӗ. Вăрçă шăрши çапнă экспонатсене тытса пăхма та май пурччӗ. Хуть хăшне те алла илсен те салтаксен унта мӗн курма-тӳсме тивнине куç умне кăларатăн. Кунтах автомата сӳтсе пуçтарма та, ветеран-пограничниксем вӗрентнипе пневматика пăшалтан персе пăхма та пулатчӗ. Хирти кухня салтак пăттипе кăна мар, тутлă чейпе, икерчӗпе те сăйларӗ. 

Çав-çавах тӗп тимлӗх пăр çине пулчӗ. Сулăм укçипе тунă çӗнӗ хоккей площадкине хаваслăн уçнă хыççăн турнир пуçланчӗ. Кăçатăпа вылякан хоккей чи нумай куракана пухрӗ. Хăш команда çӗнтерни пӗлтерӗшлех те марччӗ, чи кирли – пӗрле пухăнса паттăр ентешсене асăнниччӗ.

 

Зинаида ЛЕОНТЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Аксубаево Герои СВО