Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăра упасен шучӗ 3 хут ӳснӗ

Республикăра 2024 çулта упасен шучӗ 97 çитнӗ. ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ертӳçин Федор Батковăн сăмахӗсемпе, 70 проценчӗ республика территорийӗнчех, тӗпрен илсен, Агрыз, Мамадыш, Рыбно-Слободски тата Ешӗлвар районӗсенче, хӗл каçать. Пӗлтӗр кӗркунне Пăвапа Теччӗ районӗсенчи вăрманта та курнă.

Упасен шучӗ юлашки 10 çулта 3 хут ӳснипе ăна регионăн Хӗрлӗ кӗнекинчен те кăларма тивнӗ. Тутарстанра кăна мар, Раççейӗпех йышланнă вӗсем. Чăн малтан сунарçăсем упа питех тытманнипе çыхăннă иккен ку. Мӗн тесен те, утаман тискер чӗрчун, çынсемшӗн хăрушлăх. Республикăри ялсен çывăхӗнчех йӗрӗсене асăрханă тӗслӗхсем йышланнă. Çавăнпа Федор Батков упасен популяцине тимлӗхре тытас шутпа сунарçăсене квота уйăрмаллине каланă.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Биоресурс