Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ветерансене 50 пин тенкӗ тӳлӗç

Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗтернӗренпе 80 çул çитнӗ тӗле республикăра ветерансене 50 пин тенкӗ тӳлеме палăртнă. Хальхи вăхăтра Указăн проекчӗ антикоррупци экспертизине иртнине ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Пӗр хут парăнакан пулăшăва (50 пин тенкӗ) Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене тата инваличӗсене, Ленинград блокадине тӳснисене, хупăрласа илнӗ Севастопольпе Сталинград хулисенче нуша курнисене, концлагерьсенче пулнă çул çитменнисене тӳлӗç.

Ветерансен тăлăх арăмӗсем, вăрçă вăхăтӗнче ӗçленӗшӗн орденсемпе медальсене тивӗçнӗ тыл ӗçченӗсем 10 пин тенкӗ илӗç.

Тӳлевсене кăçал апрель-май уйăхӗнче пама палăртнă.

Январь уйăхӗнче Раççей Президенчӗ Владимир Путин Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене тата вилнисен тăлăх арăмӗсене пӗр хутчен 80 пин тенкӗ парасси пирки хушăва алă пусса çирӗплетнӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ветераны 80-летие Победы 80-летие Великой Победы выплаты