Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Призывник çар комиссариатӗнче: – Тинӗс çар флотне лекес килет. – Ишме пӗлетӗр-и? – Мӗн вара, карапсем çук-им?

*  *  *

Лавккара. 

– Сирӗн «Пӗртен-пӗрскерӗме» тесе çырнă валентинка пур-и? – ыйтать Ахванеç сутуçăран.

– Пур.

– Апла мана 10 штук парăр-ха тархасшăн.

*  *  *

Февралӗн 14-мӗшӗ... Февралӗн 23-мӗшӗ... Мартăн 8-мӗшӗ... Атьăр-ха ку праçниксене пӗр уява пӗрлештерер: Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен, юратакансен тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунӗ пултăр вăл!

*  *  *

– Çветтуй Валентин кунӗ саншăн мӗнпе палăрса тăрать?

– Эппин çуркунне çитесси икӗ эрне юлнă.

«Kandinsky» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.

 


анектоды

Нет комментариев