News by date 14 May 2026
-
«Ночь музеев — 2026» в Национальном музее РТ и в его филиалах
Традиционная ежегодная акция! Тема этого года «Родное». Бесплатно – дети до 18 лет, многодетные семьи, участники и семьи СВО Музей работает с 10.00 до 24.00, касса до 23.00
-
Упи тăрăхӗнче пурăнакансем салтаксене пулăшаççӗ
Асаннесем пире ача чухнех çынна ырӑ тума вӗрентнӗ. Çын йывăр лару-тăрăва лексен пулӑшу аллине тăсмаллах. Ан тив, вышкайсӑр пулӑшу пулмасан та, вӑй çитнӗ таран майне тупатăнах. Ятарлӑ çар операцийӗ пуçланнӑранпа Упи тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, çак ялсенче ӳссе халь ытти çӗрте тӗпленнӗ ентешсем те салтаксене пулăшас ӗçрен юлмаççӗ. Укçа-тенкӗ куçарса пулăшас текенсем валли ятарлӑ счет та уçнă.
-
KazanForum: Медицина пӗлӗвне çӗнетмелли инновациллӗ ӗçсем
KazanForum Халăхсен хушшинчи экономика форумӗ шайӗнче Хусанти патшалăх медицина университечӗ медик-студентсемпе ординаторсене вӗрентессипе çыхăннă ӗçсене тăратнă.
-
Контракт тусан кредит тӳлесе татма пулăшӗç
Май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа Раççей Оборона министерстви çулталăка е ытларах контракт тăвакансене укçа-тенкӗ енчен пулăшу парать, 10 миллион тенкӗ таран кредитсене хупма пулăшать.
-
KazanForum хӗрарăмсен секцийӗсӗр иртмест
Хусан экономика форумӗн йăлари «Женский взгляд» тематика трекне кăçал 22 çӗршывăн бизнес-хӗрарăмӗсем хутшăннă. Ислам тӗнчинчен кăна мар вӗсем.
-
Шкул ачисем квест иртсе çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă пӗлӗве ӳстереççӗ
Кăçал май уйăхӗнче Тутарстанăн тӗп хулинче çӗнӗ вӗренӳ проекчӗ ӗçлеме пуçлать. 1,5 пин ытла 3-4 класра вӗренекен шкул ачи «Наш труд – ваш уют» интерактивлă квест иртме пултарать. Йӗркелӳçӗсем мероприятие ирттерсе ачасене çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă пӗлӳпе вăйă урлă паллаштарасшăн. Кун пирки ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 145 ҫул
Пӳлер тăрăхӗнчи халăх сăмахлăхне асра тытса, упраса, унăн никӗсӗ çинче сăвă-хайлав çырса чăваш литературинче паллă йӗр хăварнă Пӳлер çӗрӗн-шывӗн мухтавлă ывăлӗ, Чăваш халăх поэчӗ ятне тивӗçнӗ пӗрремӗш поэт Николай Иванович Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа паян, çу уйăхӗн 14-мӗшӗнче, 145 çул çитрӗ.