Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа 145 ҫул
Пӳлер тăрăхӗнчи халăх сăмахлăхне асра тытса, упраса, унăн никӗсӗ çинче сăвă-хайлав çырса чăваш литературинче паллă йӗр хăварнă Пӳлер çӗрӗн-шывӗн мухтавлă ывăлӗ, Чăваш халăх поэчӗ ятне тивӗçнӗ пӗрремӗш поэт Николай Иванович Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа паян, çу уйăхӗн 14-мӗшӗнче, 145 çул çитрӗ.
Çак паллӑ пулӑма халалланӑ мероприятисем поэтӑн тӑван районӗнче – Беловка ялӗнче тата Аксу хула евӗрлӗ поселокӗнче – иртеççӗ. Шупашкарта та Николай Шелепие аса илӗç паян, унӑн вилтӑприйӗ çине çитсе пуç тайӗç, чечек хурӗç.
Н.И. Шелепи 1881 çулта Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесӗн (хальхи Аксу районӗ) Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче çуралнă. 1895 çулта Кив Мăкшăелӗнче земски шкулне пӗтернӗ. 1907 çулччен тăван ялӗнче çӗр ӗçне ӗçлесе пурăннă, халăх сăмахлăхне пухнă, çырса илнӗ. 1907 çулта Çӗпӗре кайнă ӗçлеме – Красноярск – Ачинск чукун çул тунă çӗрте рабочи пулса ӗçленӗ, ылтăн шыранă çӗрте ӗçленӗ. 1910 çултан хресчен ӗçне ӗçлесе пурăннă – Кедровка ялӗнче ăна çӗр панă. 1914 çул Çӗпӗртен тăван ялне таврăнать. 1916 çул ăна çара илеççӗ, анчах сывлахӗ хавшанă пирки ăна каялла янă (комиссоват тунă). 1917 çул хыççăн вăл чухăнсен комитечӗн (комитет бедноты) членӗ, ял совечӗн секретарӗ пулса ӗçленӗ. Вӗренупе культура организацийӗсенче те ӗçленӗ. 1922 çул Шупашкара куçса килнӗ. Обществопа пултарулăх ӗçне хастар хутшăннă. 1926 çултан пуçласа Н.И. Шелепи литература ӗçӗпе кăна пурăннă.
1931 çулта унăн пурнăçӗнче инкек сиксе тухать – куçӗ курми пулать. Анчах вăл пурпӗр пуçне усмасть, хастар ӗçлет, илемлӗ хайлавсем çырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев