Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Контракт тусан кредит тӳлесе татма пулăшӗç

Май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа Раççей Оборона министерстви çулталăка е ытларах контракт тăвакансене укçа-тенкӗ енчен пулăшу парать, 10 миллион тенкӗ таран кредитсене хупма пулăшать.

Раççей Патшалăх Думи закона ырланă. 2024 çулхи декабрӗн 1-мӗшӗччен вăя кӗнӗ суд йышăнăвӗнчи  парăмсем пирки сăмах пырать. Палăртмалла: закон çар çыннисен мăшăрӗсене те пырса тивет.

Контракт тусан çар çынни çулталăк хушшинче 20 миллион тенкӗ таран илме пултарать. Ку суммăна контрактшăн пӗр хутчен парăнакан 2,9 миллион тенкӗ тӳлев, уйăхсерен 210 пин тенкӗрен тăракан шалу, çавăн пекех тăшман техникине пӗтернӗшӗн тата тапăну операцийӗсене хастар хутшăннăшăн парăнакан хушма тӳлевсем кӗреççӗ.

Январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра Оборона министерствипе контракт тунăшăн парăнакан тӳлеве ӳстернӗ. Ку сумма 2,9 миллион тенкӗпе танлашать, Раççейре тата Атăлçи федераци округӗнче чи пысăк тӳлевсенчен пӗри шутланать. Регионта çавăн пекех СВО пайташӗсене тата вӗсен çемйисене пулăшас тӗллевпе виçӗ пин ытла муниципаллă акт йышăннă.

Пилотсăр системăсен çарӗсене хӗсмете каяс  текенсемшӗн Тутарстанра уйрăм хӗрӳ лини ӗçлет. 117 номерпе шăнкăравласа «4» кнопкăна пусмалла. Кандидат требованисене тивӗçтерет пулсан унăн çыхăну даннăйӗсене суйлав пунктне парӗç.

Çак çарсен салтакӗсем  пилотсăр вӗçекен, çӳрекен, ишекен хатӗрсене  çӳретӗç. Вӗсен хушшинче – «Гераньсем», гусеницăллă «Странник» дронсем тата экипажсăр катерсем. Ку çарта тăмалли чи кӗске контракт – çулталăка.

Компьютер вăййисене юратакансен Пилотсăр системăсен çарне лекес шанăç пысăк, мӗншӗн тесен вӗсен алă моторики лайăх аталаннă, хăнăхнă интерфейс вӗрентӳ процесне хăвăртлатать.

Хушма информацие Тутарстанра 8 800 222 59 00 номерпе е регионсен хушшинчи кол-центрăн  117 номерӗпе шăнкăравласа пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Минобороны Помощь участникам СВО