Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Упи тăрăхӗнче пурăнакансем салтаксене пулăшаççӗ

Асаннесем пире ача чухнех çынна ырӑ тума вӗрентнӗ. Çын йывăр лару-тăрăва лексен пулӑшу аллине тăсмаллах. Ан тив, вышкайсӑр пулӑшу пулмасан та, вӑй çитнӗ таран майне тупатăнах. Ятарлӑ çар операцийӗ пуçланнӑранпа Упи тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, çак ялсенче ӳссе халь ытти çӗрте тӗпленнӗ ентешсем те салтаксене пулăшас ӗçрен юлмаççӗ. Укçа-тенкӗ куçарса пулăшас текенсем валли ятарлӑ счет та уçнă.

Акă нумаях пулмасть салтаксем ыйтнипе дизель генераторӗ туянма кӗске вăхăтра укçа пуçтарса та пачӗç, саккас парса туянчӗç. Ырӑ чӗресемшӗн, ырӑ ӗçсемшӗн кашнинех тав тумалла. Пӗр-пӗрне ӑнланса пурăнмалла паянхи саманара. Çӗр çинчи тӑнӑçлӑха сыхлакан салтаксене пăрахмалла мар. Тӑван енрен пулӑшу çитни çӗнтерме пулӑштӑрах. Ырӑ-сывӑ таврӑнмалла пултӑр пурин те.

Ялта йӗркеленнӗ «Ырă чӗреллисем» волонтерсен ушкăнӗ хӳтӗлевçӗсене пулӑшсах тӑраççӗ. Ак нумай пулмасть çар çыннисем валли пылак кучченеç – чак-чак хатӗрлес терӗç. Каланă – тунă. Хӗрарӑмсем мӗн кирлине пӗтӗмпех илсе килчӗç. Пӗрисем чуста çӑрчӗç, теприсем ӑна çӳхе йӑрӑмсемпе турарӗç, ӑшаларӗç, виççӗмӗшсем пылпа хутӑштарчӗç, хатӗр тутлӑ апата контейнерсем çине тирпейлӗн вырнаçтарчӗç.

– Кашнин хăйӗн тивӗçӗ кунта. Цехри пек ӗçлетпӗр, – палăртӗ Ирина Ярзуткина волонтерсен ертӳçи. – Кашни хӗрарăм чунне парса тăрăшать.

Тутлă шăршă пӳлӗмре кăна мар, урамра та сарăлнăччӗ. Тепӗр кунне килти салма касрӗç салтаксене парса яма.

– Тӑван кил ăшшине туйччăр, вӑл салтаксене вӑй-хал, ӗненӳ парать, – терӗç волонтерсем.

Нумаях пулмасть инçе çултан Упи ял хутлăхӗн пуçлӑхӗпе Александр Ярухинпа пӗрле Алексей Ярзуткин, Михаил Ятманов тата Сергей Тихонов гуманитари пулăшăвне леçсе тăван ене таврӑнчӗç. Тӑванӗсем, юлташӗсем хатӗрленӗ посылкӑсене хӳтӗлевçӗсене çитерсе пачӗç.

Салтаксемпе тӗлпулу питӗ ӑшшӑн иртрӗ. Вӗсем пире кӗтнӗ, посылкăсемшӗн питӗ савӑнчӗç. Салтаксем ял хутлӑхӗнче пурӑнакансене чӗререн тав пӗлтереççӗ, –пӗлтерчӗç кайса килсен.

Çавӑн пекех гуманитари пулăшăвне вӑхӑтне шеллемесӗрех леçсе килме хутшӑнакансене уйрӑммӑн тав сӑмахне калатпӑр.

«Пӗччен сурсан типсе ларать, çӗр çын сурсан кӳлӗ пулать», – тесе пӗр ахальтен каламан ваттисем. Тылрисен пулăшăвӗ курăмлă. Çӗнтерӳ пирӗн пулатех!

Юрий Адъютантов.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

 Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем