News by date 15 January 2026
-
Ачаллă пулма сывлăх кирлӗ
Кăçал пӗрремӗш хут 18 – 49 çулсенчи арçынсемпе хӗрарăмсем икӗ тапхăртан тăракан репродуктивлă диспансеризци иртеççӗ
-
Кӗçӗн Сӗнчел шахматистсене пухрӗ
Аксу районӗнчи Кӗçӗн Сӗнчел клубӗнче январӗн 6-мӗшӗнче шахматла выляссипе уçă Раштав турнирӗ иртрӗ. Ку ăмăрту ялшăн пӗлтерӗшлӗ пулăм тата 2025 çулта культура ӗçченӗсем тунă пысăк ӗçе пӗтӗмлетни пулчӗ.
-
Тутарстанра 27 градус таран сивӗтет
Республикăри гидрометеоцентр пӗлтернӗ тăрăх, паян çӗрле тата январӗн 16-мӗшӗнче ирхине регионта термометр юписем -27 градус таран анма пултараççӗ.
-
45 çул каялла январӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар ГЭСӗ хута кайнă
Атăл çинчи чи çамрăк гидроэлектростанцие шăп 45 çул каялла, 1981 çулхи январӗн 15-мӗшӗнче, хута янă. Çак вăхăтра вăл шыв вăйӗпе усă курса экологи енчен таса 97 миллиард киловатт-сехет энерги кăларнă.
-
2026 çулта ӗç вырăнне мӗнле улăштармалла?
Çӗнӗ çулта ӗç шыракансене компьютер тата автоматизаци пек çӗнӗ технологисемпе çыхăннă профессисене суйлама сӗнеççӗ. Кун пирки Тутарстанри Ӗçпе тивӗçтерекен центрăн пресс-служби пӗлтерет. Çӗнӗ хăнăхусене «Кадрсем» наци проекчӗ шайӗнче тӳлевсӗрех илме пулать.
-
Мартăн 1-мӗшӗнчен онлайн-сервиссем çын килӗшӗвӗсӗр банк картти çинчен укçа хываймӗç
Унсăр пуçне документ подпискăсемпе тӳлевсене çăмăллăн вӗçлеме майсем туса пама та хистет.
-
Хусанта Раççей Кубокӗшӗн йӗлтӗр турнирӗ пуçланчӗ
Январӗн 15 – 18-мӗшӗсенче Хусанти «Мирный» йӗлтӗрпе биатлон комплексӗнче Раççей Кубокӗшӗн йӗлтӗр турнирӗн IV тапхăрӗ иртет. Ăмăртăва Раççейри 32 регионтан тата Беларусь Республикинчен пурӗ 230 спортсмен хутшăнать.
-
Тутарстансене укçа пухакан акцие хутшăнма чӗнеççӗ
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви Алексей Талайăн ыркăмăллăх фончӗ йӗркеленӗ çаврăнăшран тухнă укçа пуçтарас акци пуçланине пӗлтерет.