Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 27 градус таран сивӗтет

Республикăри гидрометеоцентр пӗлтернӗ тăрăх, паян çӗрле тата январӗн 16-мӗшӗнче ирхине регионта термометр юписем -27 градус таран анма пултараççӗ.

Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗ граждансене асăрхануллă пулма, хăрушсăрлăхăн тӗп правилисене пăхăнма сӗнет. Вăйлă сивӗсем вăхăтӗнче электропралуксем нагрузкăна чăтайманнипе тата ăшăтмалли хатӗрсемпе йӗркене пăсса усă курнипе пушар тухас, тăм илес тата суранланас хăрушлăх ӳсет.

Пушар хăрушсăрлăхӗн тӗп правилисем:

  • Юсавсăр кăмакасемпе каминсене хутмалла мар. Вӗсене сăнасах тăмалла, ачасене пăхса тăма хушмалла мар. Кӗлпе кăвара кăмакаран кăларас умӗн пӗтӗмпех сӳнтермелле.
  • Сертификациленӗ ăшăтмалли хатӗрсемпе кăна усă курмалла, килте тунă приборсемпе усă курма юрамасть. Вӗсене сӗтел-пукан, чӳрече каррисем тата ытти хăвăрт çунакан материалсем çывăхне лартмалла мар. Çӗр каçма е килтен тухса кайсан вӗсене сӳнтерме манмалла мар. 
  • Пӗр вăхăтрах темиçе электроприборпа усă курма юрамасть. Электропралуксене тӗрӗслесех тăмалла.  

Урама тухсан нумай хутлă тумланăр. Сивӗре «купăста» принциппа усă курмалла. Атă-пушмак типӗ, ирӗклӗ, хулăн тӗплӗ пулмалла. Тăм илесрен сыхланас тесен йӗпенмелле мар, урамра шăнмалла мар, лайăх апатланмалла, ăшă тумланмалла.

Республикăра пурăнакансене çак кунсенче харпăр автотранспортпа инçе çула тухма хушмаççĕ, çулçӳреве ăшăрах куна куçарма сĕнеççĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #МЧС #Безопасность морозы